Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Пысăк этнографи диктанчӗ» çырчӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

 

Диктант çырнă çӗрте хутшăнакансене пурне те сертификатсем пачӗç.

Районта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн «Пысăк этнографи диктанчӗ» акци иртрӗ.

«Пысӑк этнографи диктанчӗ» акцие пӗрремӗш хут 2016 ҫулта ирттернӗччӗ. Организаторсем – Нацисен ӗҫӗсен Федераци агентстви тата Удмурт Республикин наци политикин Министерстви.

Этнографи диктантне ҫырас тӗллев – пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен историйӗ, культури тата йӑли-йӗрки çине ҫынсене тимлӗх партарасси.

Кӑҫал район центрӗнче этнографи диктанчӗ çырассине тӑватӑ площадкӑра: районти Культура çуртӗнче, «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче тата «Ачасен творчество çуртӗнче» икӗ площадкӑра йӗркеленӗччӗ.

45 минут хушшинче хутшӑнакансен 30 тест заданине пурнӑҫламаллаччӗ, вӗсенчен 20-мӗшӗ пӗтӗмӗшле федераллӑ ыйтусем енӗпе тата хутшӑнакансемшӗн пуриншӗн те пӗр,  10 ыйту регионаллă, урӑхла каласан, кашни РФ субъекчӗшӗн те сайра тӗл пулакан ыйту пулчӗ. Мӗнпур заданисене пурнӑҫланӑшӑн пуҫтарма май килнӗ баллсен пӗтӗмӗшле сумми 100 бала тӳрӗ килет.

«Пысӑк этнографи диктанчӗ» вӗçленнӗ хыççăн хутшăнакансене пурне те сертификатсем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев