Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пыл юхтармалли вăхăт

Сывлăшра пыл шăрши. Июль вӗҫӗнче, август пуҫламӑшӗнче ялта яланах ҫапла. Ирӗксӗртенех, пылпа чей ӗçес килсе каять. Мӗнле пыл лайӑхрах? Пыла ӑҫтан, камран илмелле?

Хурт-хăмăр ăстисемшӗн кӑҫалхи сезон питӗ тухăçлă тесе калама пулмасан та,  вӗлле хурчӗсем кӗске кăна вăхăт хушшинче пыла пуçтарма пултарчӗç.

– Тивӗҫлӗ условисенче сыхланă вăхăтра, чăн пылăн составӗ улшăнмасть, ӑна нимӗн те пулмасть, – тет ман атте  хурт-хăмăр ӑсти Юрий Михайлов. – Апла пулсан та кӑҫал пыл нумай пулмасть пек. Мӗншӗн тесен шӑп пыл пухмалли вӑхӑтра ҫумӑрсем пулчӗç, пыл хурчӗсем вӗллери пыла çиме пуçларӗç, – тет вăл.

Лавккасенчи пыл

– Лавккасенче яланах пыл пур вӗт, алӑран туяннинчен йӳнӗрех те, – тетӗп эпӗ ӑна.

– Этикетки çине çырнине тимлӗхе илни пур-и – тесе ыйтать атте манран. – Чӑн-чӑн пыл нихӑҫан та йӳнӗрех пулаймасть. Мӗншӗн тесен ҫын унпа эмел вырӑнне усӑ курать. Искусственнӑй пыл, паллах, йӳнӗрех пулать. Анчах  унӑн составӗнче пыл 30 процент таран кăна пулма пултарать. Мӗншӗн тесен искусственнăй пыла ӗлӗк Китайра кăна туса кӑларсан, халӗ Раҫҫейре те ҫакӑн пек производствăсем пуррине хаçатра вуларăм.   Чи пахи – пыла пӗлнӗ çынран илни.

Лайăх пыла мӗнле пӗлмелле?

Çынсенчен вӗлле хурчӗсене сахӑр çитереççӗ  те, пыл хутăшӗ, урăхла каласан «сахăр пылӗ» кăна пулать иккен тесе илтни те пурччӗ. Çакăн çинчен шухăшăма пӗлтернӗ хыççăн, Юрий Ильич:

–             Тутлă шӑршăллă пыла кăна туянмалла, – терӗ. – Хăш-пӗрисем  пыра чӗпӗтекен пыл чи лайăххи, теççӗ. Кунта та тавлашма пулать – пылăн йӳççи мӗнле чечекрен пуçтарнинчен те килет.

Пăлхатса пăхнипе пӗлме пулать иккен пылăн пахалăхне. Пӗр пай пыла икӗ пай шыва ярса пăлхатмалла. Чӑн-чӑн пыл пур пулсан, шыв пӑтранать, ун ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗссем палӑраҫҫӗ, хутӑш пулнă чухне, тӗпне ларать, – тет.

Пыл юхтармалли вăхăт

Пыл юхтармаллин те хăйӗн вăхăчӗ пуррине пӗлтӗм аттерен.

–Пыла август пуҫламӑшӗнче юхтарса илмелле, – тет вӑл. – Ҫав вӑхӑтра вӗллери пыл  ӗлкӗрсе çитет. Иртерех илсен пыл ӗлкӗрмен пулма пултарать. Хӗл валли упрама хурассишӗн пичетленнӗ пыл пулсан лайӑхрах. Иртерех илни вара, халӗ чей ӗçессишӗн кăна, – тет вăл.

Пыл илнӗ вăхăтра пӗччен кăна йывăр

Вӗллерен пыл илнӗ вăхăтра пӗччен кăна нимӗн те тăваймастăн иккен. Ҫавӑнпа та аттен пулăшаканӗсем ҫак вăхăтра аннепе шăллăм пулаççӗ. Вӗсем те ӗнтӗ ҫак профессие вӗренсе ҫитрӗç. Вӗлле хурчӗ сăхнинчен те хӑрамаҫҫӗ. Çак вăхăтра пыл хурчӗсем питех те усал пулнине эпӗ те пӗлетӗп.

– Никамӑн та, нимӗнле чунăн та хӑй туса илнӗ пуянлӑха ыттисемпе пайласси килмест çав ӗнтӗ, – тет ман анне Зинаида, ку чухне вӗлле хурчӗсем усал пулнине хӳтӗлесе.

Пылăн усӑллӑ хăйне евӗрлӗхӗсем

Анне те пылăн усăллă хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен лайăх пӗлни палăрчӗ.

– Ыйхă килмесен ҫӗрле пӗр стакан ӑшӑ шыва пӗр чей кашăкӗ пыл пăлхатса ӗçни пулăшать. Ҫавӑн пекех, пыр шыçсан та çакăн пек хутăшпа пыра чӳхетӗп, – тет анне.

Эпӗ хам черетӗмре, пылăн пахалăхӗсене, сипленмелли майӗсем çинчен ытти     çăлкуçсенчен те даннӑйсем пухрăм.  Хӗвелҫаврӑнӑш пылӗ, сӑмахран, пӗвершӗн усӑллӑ иккен. Суккӑр вӗлтӗренрен пухни – чӗрешӗн. Ҫăка пылӗ ӳпкешӗн, сивӗ тивнинчен сиплӗ эмел. Хăш-пӗр пылăн хăйӗн сиплев вăрттăнлăхӗ, тути пур,  пыл çын организмӗшӗн хӑйне майлӑ усӑллă. Уйрăмах май уйăхӗнче пуçтарăннă пыл усăллă, теççӗ. Ӑна пурӗ те сиплевшӗн кăна юхтарса илеççӗ, вăл нумай пулмасть иккен.

Пылăн хакӗ

Кăçалхи пылăн хакӗ вара пӗр килограмӗ 300 тенкӗ яхăн, терӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев