Пыл хурчӗсене симлӗ тата ӗçчен пулнишӗн юратаççӗ
Ҫӗпрелӗнче опытлӑ пчеловодсем варроа сӑвӑсӗсемпе кӗрешмелли мерӑсем çинчен калаçрӗç. Семинар-вӗренӳ Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнче Марат Исхаков утарӗнче иртрӗ
Мероприятие Тутарстан Республикинчи хурт-хăмăр ăстисем пухӑнчӗҫ. Ҫакна палӑртмалла, ҫак пыл хурчӗсене ӗрчетекенсем ватсапра хӑйсен ушкӑнне тунӑ, ҫапла майпа пӗр-пӗрин патне кайса çӳресе, пӗлӗвӗсене ӳстереççӗ, пӗр-пӗринчен нумаййине вӗренеҫҫӗ, хăйсен хушшинче активлӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Пуриншӗн те вӗсем профессора Валентин Шилова тав тӑваҫҫӗ. Хурт-хăмăр ăстисем ӑна юратса, хӑйсен кураторӗ теҫҫӗ.
Хусан хулинчен килнӗ профессор Валентин Шилов вара, кунта нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, тет. – Пурне те Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ Министерстви пулӑшнипе пурнăçлаççӗ. «Тутарстанри агробизес кадрӗсене хатӗрлемелли институт» тата «ТР Аквакультурӑпа Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ управленийӗпе» пӗрле хурт-хăмăр ăстисемшӗн «Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫӗн тухӑҫлӑхне ӳстересси» программа тӑрӑх яланхи майпа вӗрентӳсем йӗркелет. Вӗренӳсем тӳлевсӗр – унта кăмăлӗ пулнă кирек кам та хутшӑнма пултарать, – тет профессор.
Ҫакӑн пек тӗлпулусенче пыл хурчӗ ӗрчетекенсем вӗренеҫҫӗ кӑна мар, пӗр-пӗринпе тата опытсемпе паллашаҫҫӗ, ҫапла вара малашне пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытмалли никӗс хывăнать.
Семинара уҫнӑ ҫӗре район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, агропроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов тата ял хуҫалӑх специалисчӗсем те килнӗччӗ.
Марат Гафаров каланӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче Çӗпрел ҫыннисем хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ çине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. «Иртнӗ çул Ҫӗпрел районӗнче 420 утарçă пулнă пулсан, кӑҫал вӗсен шучӗ 490 ҫитнӗ. Паянхи кун районта 4500 вӗлле шутланать, çакă 80 тонна пыл туса илнине пӗлетерт. Паян Çӗпрел пылне Китайран та ыйтса илекенсем пур. Пыл хурчӗсем ӗрчетекенсен йышӗ ӳсни питӗ савӑнтарать. Эпир те, хамăр черетре, вӗсене ку енӗпе пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Ҫулленех «Пыл ярмăркки» ирттересси традицие кӗчӗ, акă семинарсем те иртеҫҫӗ», – тесе палӑртрӗ Марат Ринатович. Район пуҫлӑхӗ профессор Шилова республикӑри хурт-хӑмӑр ӑстисен хушшинче йӗркеленӗ туслă çыхăнушăн Тав ҫырӑвӗ пачӗ.
Агроуправленийӗн пуçлăхӗ Талгат Халитов районти хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ юлашки ҫулсенче активланнине палӑртрӗ тата хурт-хӑмӑр ӗçне активлă аталантарнӑ çӗрте канăçсăр ӗçленӗ Арски районӗнчен килнӗ, 40 ҫуллăх опычӗ пулнă хурт-хăмăр ăстине Ядкарь Мухаммадиева Тав турӗ.
Шăпах Ядкарь Мухаммадиев семинарта варратоз чирӗ вăл мӗн тери хӑрушӑ пулни ҫинчен калаçрӗ. Вăхăтра сиплемесен чир пыл хурчӗсене пӗтернине практикӑра кӑтартрӗ. Хурт-хӑмӑр ӑсти термообработка оборудованине те хӑй аллипе тунӑ. Паянхи кун термообработка тӗрлӗ хими препарачӗсемпе ӗҫе кӗртнинчен усӑллӑрах тесе палӑртрӗç семинарта.
– Пыл хурчӗсен уйрăмах хăрушă чирӗ – варратоз. Ку сӑвӑссем вӗсем ҫумне тăрăнса вӗсене пӗтернине пӗлтерет. Сăвăссем хӑвӑрт ӗрчеççӗ тата пыл хурчӗсене те часах пӗтерме пултаруллă. Паян варратоз чирне хирӗҫ тӗрлӗ хими препарачӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсемпе усă курни, паллах, пыл хурчӗсен çемйинче хăйӗн йӗрне хӑварать пулмалла. Эмел препарачӗсем пыл хурчӗсен иммунитетне вӑйсӑрлатаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗрлӗ чирпе час-часах чирлеҫҫӗ, начар хӗл каҫаҫҫӗ. Юлашкинчен, ҫемьесем сахал тухӑҫ паракан пулса юлаççӗ, – терӗ опытлӑ пыл хурчӗ ӗрчетекен ăстаçă.
Варрао сӑвӑсӗнчен хӑтӑлас тесен ятарла оборудованире (йывӑҫ ещӗк) температурӑна 42-45 градус таран ӑшӑтмалла. Ятарлă оборудованири пыл хурчӗсене çавăнта 15 минута яхӑн тытмалла. Ҫав вӑхӑт хушшинче сӑвӑссем ятарласа тунӑ шӑвӑҫ банкӑна ӳкеççӗ, вилеҫҫӗ. Ҫак процедура хыҫҫӑн, пыл хурчӗсене каллех хӑйсен вӗллине хураççӗ. Чӑнах та, пыл хурчӗсем ку вӑхӑтра кӑштах активланаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене йӑвана яриччен кӑшт «сивӗтсе» илмелле тесе, канаш пачӗ Ядкарь Мухаммадиев.
Ҫакӑн пек процедура варратоз чирӗнчен хӑтӑлма ҫеҫ мар, вӗллери пыл хурчӗсен çемйин шайне палӑртма та, хӗл каҫма апат запасӗсене пӑхма та, кирлӗ пулсан туллилентерме те пулӑшать.
«Термообработка, варратоз чирне хирӗç кӗрешмелли ытти меслетсенчен чылай усӑллӑрах. Пысӑк тӑкак та кирлӗ мар. Пыл хурчӗсен сывлăхӗ ҫирӗпленет, продукци пахалӑхӗ ӳссе пырать», – тет опытлӑ хурт-хăмăр ăстаçи.
Семинар-вӗренӗве хăйӗн утарӗнче йӗркеленӗ Марат Исхаков вара, çак хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗç ӑруран ӑрӑва: аслашшӗнчен ашшӗ патне, ашшӗнчен хӑй патне куҫса пыни ҫинчен калаçрӗ.
– Хурт-хӑмӑр ӗрчетесси – вӑл хӑй пӗр тӗнче тата ăна эпӗ ачаранпах пӗлетӗп. Паянхи кун тӗлне ман хуҫалӑхра пыл хурчӗсен çемйин шучӗ 60а ҫитрӗ. Пыл хурчӗсем тӑвакан мӗнпур продукци этемлӗхшӗн питӗ усӑллӑ. Хамăрăн куратора Валентин Шилова пысӑк тав. Эпир хурт-хăмăр ӗрчетессин проблемăллă ыйтӑвӗсене пӗрле вӗренетпӗр, паянхи семинара та вӗсенчен пӗрне халалланӑ, – терӗ вӑл. – Пыл хурчӗсене ӗрчетес ӗçӗн, çав вăхăтра, пулнă чăрмавӗсем те шутсăр. Ӗҫӗ те ҫӑмӑл мар. Пӗтӗмлетӗве курас тесен тӑрӑшас пулать.
Марат Исхаков утарӗ Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗпе юнашар, ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ вырӑнӗнче, меллӗ вырӑнта ларать. Икӗ енчен хуратул, донник курăкне акнӑ. Тутлӑ шӑршӑллӑ чечексем нумай. Пӗр сӑмахпа каласан, пыл пухма питӗ лайӑх вырӑн. Пыл хурчӗсен ӗҫе элле таçта инçете каймалла та мар – хаклӑ нектар ҫывӑхрах вырнаçнă.
Пирӗн ентеш ку ӗҫпе чӑнласах интересленет. Вӑл нумай вулать, хӑйӗн пӗлӗвне лайӑхлатать, пыл хурчӗсен продукчӗсенчен тӗрлӗ усӑллӑ кремсем, тутлӑ шӑршăллӑ супӑньсем, иммунитета ҫирӗплетмешкӗн продукцисем тăвас ӗçе те пуçăннă. Вăл ҫак ӗҫе сарса ярасшăн. Хӑйсен продукцийӗпе вӗсем тӗрлӗ куравсенче, ярмăрккӑсенче хутшӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пыл хурчӗсен утарӗнче пыл хурчӗсемпе сипленме хӑтлӑ сооруженисем те тунӑ. Хурт-хӑмӑр ӑсти ҫак терапи сывлӑш ҫулӗсене усӑ кӳнине палӑртать.
– Пыл хурчӗсем – тӗлӗнмелле ӗҫченсем, тирпейлӗ, таса чунсем. Пирӗн, ҫынсен, вӗсенчен нумаййине вӗренесси пур-ха, – тет хурт-хăмăр ӗрчетекен ӑстаçă Марат Исхаков.
Интереслӗ факт
Пӗр пӗчӗк пыл хуртне 100 грамм пыл тӑвассишӗн 46 пин километр вӗçме тӳрӗ килет. Пыл хурчӗсем ӗҫчен кӑна мар, вӗсен шăршă туяс енӗпе те пӗрремӗшсем. Шӑрша вӑл ҫынран пин хут лайӑхрах туять, чечексен шӑршине 1 километртан сисет. Кунне 1 пыл хурчӗ 7 пин чечек çине ларать. Пыл хурчӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пурӑнаҫҫӗ. Пӗр вӗллере пиншер рабочи пыл хурчӗ, пӗр пысӑк ама хурт тата сахалтарах шутпа аҫа хуртсем, сӑрӑ пыл хурчӗсем пулаççӗ.
Ами ҫӑмартасене ҫу каҫиччен тăвать, ҫапла вара, çемье шучӗ хӑвӑрт ӳсет. Рабочи пыл хурчӗсем тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ: карассене тасатаҫҫӗ, пӗчӗк пыл хурчӗсене тӑрантараҫҫӗ, йӑвана хураллаҫҫӗ, пыл тăваççӗ.
Çӗр чăмăрӗ çинчи мӗнпур чечеклӗ ӳсентӑрансен 75-80% яхӑнăшне пыл хурчӗсем шӑркалантараççӗ. Пыл хурчӗсем ҫухалсан, çак ӳсентӑрансен те пуласлӑх ҫуккине пӗлтерет.
Пыл составӗнче 300 ытла вещество, 30 микроэлемент (тимӗр, йод, кобальт, марганец, пӑхӑр, фтор, цинк тата ыт. те), фруктоза, глюкоза, В1, В2, Вз, Вз, В6, Н, К, С, РР витаминсем, А провитамин тата ыттисем пур. Микроэлементсем пирки калас пулсан, вӗсем уйрӑмах хуратул пылӗнче нумай. Цинк, марганец юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатаççӗ, ӑс-хакӑл ӗҫ-хӗлне ҫирӗп витӗм кӳреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне цинк куҫсен кураслăхне лайӑхлатать. Тимӗр гемоглобина ӳстерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев