Пӗве çитнӗ хӗрӗн паттăрлăхӗ
Поклонись! Товарищ, друг и брат, Здесь погибла девушка-солдат. (Вырăсла юрăран).
Аслă тӗнче вăрçине Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчен 316 çынна илсе кайнă. Вӗсенчен 212 çын Тăван çӗршыва хӳтӗлесе вăхăтсăр уйрăлса, пуçӗсене хунă. Çав шутра пӗртен-пӗр вунсакăр çулти çамрăк хӗр Нина Алексеевна Пыркина пулнă. Вăрçă пуçлансанах, медицина сестрисемсӗр пуçне хӗрарăмсене тăшмансемпе çапăçма явăçтарман. Хӗрсене вăрçа илме юранă приказ 1942-мӗш çулхи çуркунне анчах тухнă.
Пӗве çитнӗ çамрăк хӗр Нина вăрçă пуçлансанах фашистсемпе кӗрешме шут тытать. Икӗ уйăхран вăл хăйӗн ирӗкӗпе, мӗнле-тӗр май тупса, Хӗрлӗ Çар ретне тăрать. Малтанласа ăна телефонист-связистсен кӗске вăхăтлă хатӗрлекен курса яраççӗ. Ун чух вăрçă вăхăтӗнче çавăн пек çарсен курсӗсенчен ятарлă йӗркепе икӗ е виçӗ уйăхран вӗрентсе кăларнă. Вӗренме пуçласанах Нинăна 1941-мӗш çулхи сентябрӗн пӗрремӗшӗнче комсомола илнӗ. Унта вӗсене телефонист ӗçне çеç мар, хӗç-пăшалтан пеме, шăвăнса шума, пирвайхи пулăшу парса, сурансене çавăрса çыхма та вӗрентнӗ.
Телефонист-связист çар ăсталăхне алла илсен Нина Алексеевнана Кăнтăрти фронта 296-мӗш стрелковăй дивизийӗн 964 номерлӗ стрелковăй полка яраççӗ. Унăн вăрçă хирӗнче батальонсем хушшинчи телефонсен çыхăнăвне йӗркеллӗ ӗçлеттерсе тăмалла пулнă. Енчен те телефон çыхăнăвӗ çухалсан, связистсен çумăр пек çуса тăракан пульăсем витӗр, минăсем сирпӗннӗ майăн, татăлнă пралука çыхăнтарса, çыхăнăва йӗркелеме тӳрӗ килнӗ. Вăрçă пуçланнă çулхи кӗркунне фронтра лару-тăру йывăрланса пынă. Тăшман Совет Союзне Европăри çӗршывсене хăвăрт парăнтарнă пек çавăрса илесшӗн пулнă. Анчах пирӗн салтаксем фашистсене хирӗç тăрса вирлӗн кӗрешнӗ.
Нина Пыркина вăрçа хутшăннă вăхăтра çапăçусем Украина çӗрӗ çинче кӗрленӗ. Пӗрремӗш тытăçу уншăн 1941-мӗш çулхи декабрӗн 26-31-мӗш кунӗсенче Луганск облаçӗнчи Орлово-Ивановка ялӗ патӗнче пуçланнă. Вăл телефонистка пулса, кăнтăрла та çӗрле те çапăçу хирӗнчи окопра салтаксемпе пӗрле батальон хушшинчи çыхăнăва çирӗппӗн йӗркелесе тăрать.
Паллах, вăрçă пуçламăшӗнче нимӗçсен çарӗ пирӗн çарсенчен вăйлăрах пулнă. Апла пулин те пирӗн хӗрлӗ армеецсем тăшмана малалла ярас мар тесе, хаяррăн хирӗç тăнă. Нумай чухне салтаксем хăйсен пурнăçне шеллемесӗр çапăçса вилнӗ. Командирсен çапăçăва ăнăçлă йӗркелесси вăл телефон çыхăнăвӗ пӗр вӗçсӗр лайăх ӗçленинчен нумай килнӗ. Батальонсем хушшинчи оборона линийӗ темиçе çухрăма тăсăлнă чух, çапăçу вăхăтӗнче çыхăну пулни, вăл питӗ те пӗлтерӗшлӗ çар ӗçӗ.
Орехово-Ивановка тата Ивано-Дарьевка таврашӗнче Нина Пыркинан 964-мӗш полкӗ гитлеровецсене икӗ уйăх ытла малалла кайма чарса тăрать. Вӗсен нумай атакисене путлантарать.
Пирӗн Нина çыхăнăва тӗплӗн йӗркелесе тăнă пирки «Наградной лист» теекен архиври докуметра çапла çырса палăртнă:
«1942-мӗш çулхи кăрлачăн 20-30-мӗш кунӗсенче Кулинацки чугун çул разъезчӗ патӗнче Пыркина Н. А. юлташ Фашистла Германие хирӗç кӗрешсе хастарлăх, тимлӗх кăтартрӗ. Ывăнма пӗлмен телефонист-связист пулса хăйӗн пурнăçне шеллемесӗр нимӗçсене пӗтерме пулăшса, батареяра „КО“ хушшинчи çыхăнăва çирӗппӗн йӗркелесе тăчӗ...»
Юлашки çапăçусем Нина Алексеевнашăн тепӗр икӗ эрнерен пулса иртеççӗ. Çавăн чухнехи тытăçусем
Луганск облаçӗнчи Веселая хутор патӗнче кӗрленӗ. Архиври документа малалла вулатпăр:
«1942-мӗш çулхи февралӗн 15-17-мӗш кунӗсенче пынă хаяр çапăçусенче Пыркина Н. А. юлташ вăрçă хирӗнче хăрушлăха пăхмасăр, аманнă командирсемпе салтаксене пӗрремӗш пулăшу парса, суранӗсене çыхма пулăшнă. Тăшмансем пулеметран, минăран персе тăнине пăхмасăр, Пыркина юлташ 200 ытла аманнă салтака медицина пулăшăвӗ парса тăнă тата 48 хӗрлӗ армееца хӗç-пăшалсене пăрахма памасăр çапăçу хирӗнчен илсе тухнă. Çавна май нумайăшӗн пурнăçне çăлса хăварнă. Нимӗç фашисчӗсемпе пурнăçне шеллемесӗр çапăçура кӗрешсе хăюлăх кăтартнăшăн çар командованийӗ Пыркина юлташ Хӗрлӗ
Çăлтăр орденне илме тивӗçлӗ тесе шутлать.
964-мӗш стрелковăй полкăн командирӗ майор Захаренко.
964-мӗш стрелковăй дивизин командирӗ генерал-майор Рыжов.
Пӗтӗмлетсе çирӗплетни:
Фашистла Германие хирӗç çапăçса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Пыркина юлташ Çарти Хӗрлӗ Ялав орденне илме тивӗçлӗ.
Арми командующийӗ генерал-майор Камков
Çар Совечӗн членӗ полк комиссарӗ Кириленко.
Калас пулать, Арми командующийӗ Нина Пыркинан паттăрлăхне тивӗçлипе хакланă. Мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Ялав орденӗ Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗсенчен статуст енчен чылай пысăк шайра тăрать. Генерал Камкова чăннипех вунсакăр çулхи хӗр икӗ рота таран аманнă салтаксене пулăшма пултарни, паллах, тӗлӗнтернӗ. Çавăнпа вăл Пыркинан паттăрлăхне пысăка хурса хакланă.
Шел пулин те, Нина çав çапăçура йывăр контузи илет. Ман шутпа ăна снаряд е мина сирпӗнсе пулнă сывлăш хумӗ çӳлелле ывăтса ярса çӗре ӳкернӗ. Мӗншӗн тесен йывăр контузи тӗпрен илсен пысăк боеприпас салтак çывахӗнче сирпӗннӗ чухне пулса иртме пултарать. Çав самантра çыннăн сăмсипе çăварӗнчен, хăлхинчен юн юхма пуçлать. Вăл пӗр-икӗ эрнерен кая мар утма та калаçма та пултараймасть.
Куна мана атте, хăй вăрçăра контузипе аптраса курнăскер, каласа панăччӗ. Ытти салтаксем те нушаланнине курнă. Контузи уçă суран мар, вăл психикăпа шалти органсене сиенлетекен суран. Анчах та Нина Алексеевнан çамрăк организмӗ йывăр контузие çӗнтереймен. Архиври 335-мӗш медсанбат докуменчӗ тăрăх Нина Алексеевна Пыркина пилӗк кунран февралӗн 22-мӗшӗнче чӗри тапма чарăннипе пурнăçран уйрăлса каять. Ăна Иваново-Дарьевка ялӗнче хисеплӗн пытарнă. Вăл çав вăхăтра Луганск облаçӗнчи Чермухино районне кӗнӗ. Хальхи вăхăтра Иваново-Дарьевка Донец облаçӗнчи Артемовск районӗнче шутланса тăрать.
Мӗншӗн-ха телефонистка Нина пӗр кӗтмен çӗртен санинструктор пулса тăрать? Ман шухăш тӗпчевӗпе фашистсен артиллерийӗ пӗр тăтăшах персе тăнипе телефон проводисем пӗтӗмпех вакланса пӗтме пултарнă, телефон аппарачӗсем те çавна маях тусма пултарнă. Кашни метртах снаряд е мина шартлатса çурăлнă чух, çутăлакан пульăсем вăрăм курăка çӗçӗ пек касса ывăтнă чух юлма та шанăç сахалланать.
Архиври «Журнал боевых действий» документ тăрăх февраль уйăхӗн иккӗмӗш çурринче Кулинацки разъезд патӗнче фашистсем нумайччен малалла кайма чарăнса тăнипе, урса кайса 964-мӗш полк позицине кунӗ-кунӗпе тупăпа минометран тата пулеметран персе çӗмӗрме пуçлаççӗ. Çавăн пек лару-тăрура Нина Пыркинан санитар пулма лекнӗ ӗнтӗ. Çавăн пиркиех вăл кунсенче пирӗн аманнă салтаксем пумай пулнă. Документ тăрăх икӗ кун хушшинче пӗр батальона яхăн салтаксем пуçӗсене хунă. Пулеметран пенинчен салтаксен кăштах та пулин окоппа хӳтӗленсе çапăçма пулать. Снарядпа минăсем салтака таçтан та шыраса тупаççӗ.
Çавăн пек хăрушă вăрçă хирӗнче Тăван çӗршывшăн çапăçса пуçне хунă, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пултаруллă хӗр Нина Алексеевна Пыркина. Чаплă çӗнтерӳре унăн ячӗ яланах халăх хисепӗнче пулӗ.
Вячеслав Урпан, Чăваш Республикинчи писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев