Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«ПУШАР «ХЫПАРÇИ» пурнăçа сыхлать

Статистика, кăтартăвӗсем пушарсенчен ытларахăшӗ (çынсен вилӗмӗ тата сурансем илни) пурăнмалли зданисенче (хваттерсем, уйрăм çуртсем) килсе тухаççӗ.

2019 çулта республикăн пурăнмалли секторӗнче 1983 пушара регистрациленӗ, вӗсенче 103 çын вилнӗ, çавсенчен 11шӗ ачасем, 153 çын суранланнă. Вилнисенчен ытларах проценчӗ пенсионерсене тӳрӗ килет.  Тутарстан Республикинче 39 çын вара пушар вăхăтӗнче вилнисен пӗтӗмӗшле шутӗнчен 33,9%. Çаксен тӗп сăлтавӗ, çаплах, пушар тухнă чухне çынсем ыйхăра пулни. Çывăрнă вăхăтра çын тӗтӗм шăршине туймасть тата наркăмăшланать, çав вăхăтра, эвакуаци (тухмалли) çула та пушар хупласа илнӗ пулать. Пушартан сыхланассишӗн паянхи кун тӗлне пушар çинчен пӗлтерекен хатӗрсем вырнаçтарни (извещатели) актуальлӗ ыйту пулса тăрать. Пӗрремӗш черетре, çак хатӗрсене социаллă хӳтӗленмен граждансен тата йывăр лару-тăрури, çаплах, нумай ачаллă çемьесен, пӗччен пурăнакан граждансен тата инвалидсен, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсен çурчӗсене тӳлевсӗр вырнаçтарма сӗнеççӗ.

Пăва тата Çӗпрел районӗсенчи надзор уйрăмӗн аслă инспекторӗ,  шалти ӗçсен майорӗ Инсаф ШАКИРОВ:

«2016 çулччен Раççейре  çулӗ çитмен ачасем пушарта вилесси çулсерен вăтамран 10 % чакнă. 2017 çулта – 16 %. Анчах 2018 çулта, шел пулин те, çак процент шучӗ çӗнӗрен ӳсет. ТР Следстви комитечӗ çакăн сăлтавне, социаллă хӳтӗленмен çемьесенче пушар  çинчен пӗлтерекен хатӗрсем çителӗклӗ шайра пулманнипе ăнлантарчӗ. Çавăнпа та республика ертӳçисем пушар çинчен пӗлтерекен хатӗрсем вырнаçтармалли сӗнӳ кӗртрӗç. Çавна май, регион  тата муниципаллă тӗллевлӗ программăсене йышăнчӗç. Çак программăпа килӗшӳллӗн сахал тупăшлă тата социаллă тăнăç пулман çемьесен, пӗччен пурăнакан инвалидсен тата аслă çулсенчи çынсен, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсен çурчӗсенче пушар датчикӗсене тӳлевсӗр вырнаçтараççӗ. Районти пушар надзорӗн ӗçченӗсем, полици, социаллă хӳтлӗх тата опека уйрăмӗн представителӗсемпе пурăнмалли çуртсенче пулса, 2019 çулта республика программипе килӗшӳллӗн, районта 174 пурăнмалли çуртра 528 çакăн пек «пушар хыпарçине» вырнаçтарчӗç».

 

Паянхи кун тӗлне республика бюджечӗн шучӗпе 20 пин çуртра 75 пине яхăн хатӗр вырнаçтарнă. Вӗсем ӗнтӗ хăйсен кăтартăвӗсене палăртаççӗ. Çапла вара, 20162019 çулсенче республикăра пулнă 25 пушар вăхăтӗнче датчиксем ӗçленипе çуртра пурăнакансене пушар тухни çинчен вăхăтра пӗлтернӗ, çакă 67 çыннăн, çав шутра 34 ачан пурнăçне хăтарса хăварнă. Пушара хирӗç датчиксем вырнаçтарас уйрăм ятарлă хăнăхусем те кирлех мар. Хуçасем ăна хăйсем тӗллӗн те туянма тата мачча çумне çирӗплетме пултараççӗ.  Анчах çакăн пек приборсене лавккасенчен кăна туянмалла. Пӗр аппарат хакӗ 250 тенке яхăн.

МОШЕННИКСЕМ ÇӲРЕМЕ ПУЛТАРАÇÇӖ!

 Юлашки вăхăтра хăйсене Тутарстанăн чрезвычайлă лару-тăру министерствин е газ службин ӗçченӗ  тесе паллаштаракан мошенниксем активлăрах пулма пуçларӗç  тата вӗсем здание пушар хăрушсăрлăхӗн требованийӗсене пурнăçлас енӗпе тишкерӳ ирттерме сӗнеççӗ. Хваттере лексен, вӗсем хуçасене, пушар çинчен пӗлтерекен хатӗре темиçе пин тенкӗпе вырнаçтараççӗ. Çӗршер Тутарстан çынни çак преступниксен аллине лекнӗ, ытларах аслă çулсенчисем. Çавăнпа та, чрезвычайлă лару-тăру министерствин ӗçченӗсем аса илтереççӗ: – пушар сӳнтерекенсем нихăçан та хваттерсенче çӳремеççӗ тата пушар çинчен пӗлтерекен хатӗре тӳлевлӗ вырнаçтарма сӗнмеççӗ!

Енчен сирӗн çемье тӳлевсӗр датчиксем вырнаçтармалли программăна тӳрӗ килмесен, датчика лавккара туянмалла  тата хваттерӗре е çуртăра хăвăр тӗллӗн те вырнаçтарма май пур. Çакă темиçе минутлăх ӗç.

Пушар çинчен пӗлтерекен хатӗре Пӗтӗм Раççейри ирӗклӗ пушар обществин Зеленодольскри районсем хушшинчи территориальлӗ вырăнти уйрăмӗн Çӗпрел участокӗ урлă, малтан 9027114777 телефон номерӗпе (WhatsApp) е «ВКонтакте» социаллă сетьри – «ВДПО. Дрожжановский участок» урлă заказ парса, е электронлă: droj.vdpo@maiI. ru адреспа çырăнса илме май пур.

Специалистсем сирӗнпе хăвăра меллӗ вăхăтра çыхăнăва кӗрсе, пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗлӗшпе кирлӗ консультаци парӗç. Çак приборсене суту-илӳ центрӗнче сутаççӗ, туяннă чухне хатӗрӗн комплектацийӗ, паспорчӗ, сертификачӗ, батарейкисем пулнипе пулманни çине («Крона» батарейки пулма пултарать, 1 çула çитет) тимлӗх памалла тата, паллах, приборсем юсавлă пулнине   тишкермелле. Çак хатӗр сире тата сирӗн çывăх çыннăрсен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать. Çавăнпа та вăраха тăсмасăр, ăна вырнаçтарма тăрăшăр.

Пӗрлехи хăтару службин телефонӗсем: 01, 101, 112!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев