Реклама
Хыпарсем
Пушар хӑрушлăхӗ пысăк пулнă тапхӑр пуҫланчӗ
Чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан «01», «101», «112» номерпе шӑнкӑравламалла.
Çуркуннепе ҫуллахи пушар хăрушлăхӗ пысăк пулнă тапхӑр пуҫланнă май, районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, территорисенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнăçлама кирли ҫинчен Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн аслӑ инспекторӗ Инсаф Шакиров аса илтерет:
– Районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, ял хуҫалӑхсенче, вӑрмансенче, пасадкăсенче, шыв объекчӗсенче, ҫырма-ҫатрасенче тата ытти территорийӗсенче типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа, хӑмӑша, улӑма, йăваннă йывăçсене тата ытти япаласене ҫунтарма юрамасть.
– Пушара хирӗç ятарлă режим вӑхӑтӗнче уҫӑ вутпа усӑ курса пурнăçланакан пур ӗҫе те чарнӑ.
– Çак тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн граждансене – 4000 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 30 000 тенкӗ таран, юридически сӑпатсене – 500 000 тенкӗ таран штраф пама палӑртнӑ.
– Чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан «01», «101», «112» номерпе шӑнкӑравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев