Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пушарта çын пурнăçӗ татăлчӗ

Çулталăк пуçланнăранпа 4 пушар тухнă

Февралӗн 18-мӗшӗнче Кивӗ Чукал ялӗнче, уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче, пушар тухрӗ. Пушарта 1938 ҫулта çуралнă, ҫуртӑн хуçин 86ри Нариман Абитовăн пурнăçӗ татăлчӗ.

Малтанлӑ паллă пулнă тăрăх, пушарăн сӑлтавӗсем — туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тата электичество оборудованийӗн техникине эксплуатацилемелли правилӑсене пӑсни.

Килсе тухнă трагедилле лару-тӑрӑва тишкерес тӗллевпе районта чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ.

Мероприяти пынӑ май, район территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, йӑлари пушарсен йышне чакарас тата вӗсенче çын вилӗмне пултарас марришӗн ыйтусене пӑхса тухрӗç.

Ҫӗпрелӗнчи пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн пуçлăхӗ Александр Мердеев палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен район территорийӗнче 4 пушар пулса иртнӗ, иртнӗ çулхи ҫак тапхӑртинчен 2 пушар ытларах. Пушарсенчен кашнийӗ пурӑнмалли секторта килсе тухнă. 

Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнче, сăмахран, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи 50 лет Октября урамӗнче пушар тухнӑ, ҫавна пула мунча та, сарай тӑрри те ҫуннăччӗ. Январӗн 13-мӗшӗнче Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчи Гагарин урамӗнче сарайсемпе пӗрле пурӑнмалли ҫурт та ҫунса кайрӗ. Январӗн 22-мӗшӗнче Тутар Саплык ялӗнче мунча ҫунчӗ. Февралӗн 18-мӗшӗнче хуҫи те ҫуртпа пӗрле ҫунса вилчӗ. Кӑҫалхи пушарсен сӑлтавӗсем — кӑмакасене эксплуатациленӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхне пăсни (2 тӗслӗх), электричество оборудованийӗпе усă курнă чухне техника правилисене пӑсни (2 тӗслӗх), пирус туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулни (1). 

Ларура Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен районсем хушшинчи надзор пайӗн инспекторӗн Ильдус Валиуллов тухса калаçнине те итлерӗç. 

Пушар килсе тухас пулсан, тăхтаса тăмасăр, 01, 101, 112 номерсемпе шӑнкӑрав-ламалла. 

Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар организацийӗн тата пушар сӳнтерекен уйрăмӗн ӗçченӗсем пушар ҫинчен пӗлтерекен автономлӑ извещательсене ҫуртсемпе хваттерсенче вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ.

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, кил-ҫурт ҫумӗнчи территорире ҫуллахи тапхӑрта сахалтан та 200 литртан кая мар, пысӑк шыв запасӗ пулнă пичкесем лартмалла, хуçалăхри хуралтăсем çумне улӑм тата утӑ хумалла мар, кӑвайтсем чӗртмелле мар, кил-ҫурт территорийӗнче тата пурӑнмалли зданийӗн ăшӗнче пирус туртассинчен пăрăнмалла уҫӑ вутпа усӑ курмалла мар, электричество сечӗсен тата кӑмакасен, унти тӗтӗм тухмалли çулсене юсавлăхне те тӑтӑшах тӗрӗслесе тăмалла.

Малалла тăсса

Пушар çинчен пулнă автономлӑ извещательсене Ҫӗпрелӗнчи пушарпа ҫӑлав уйрӑмне килсе те туянма пулать. Аслă çулсенчисем, инвалидсем, пӗччен пурӑнакан ватӑрах ҫынсем ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем урлӑ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайне заявлени парса, автономлӑ извещательсемпе тивӗҫӗнме пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев