Пушар сӳнтерекенпе тӗл пулчӗç
Галина Кудряшова, Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗн директорӗ
Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача садӗнчи ачасем пӗчӗкренех пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе – класс сехечӗ вӑхӑтӗнче, класс тулашӗнчи мероприятисенче, уроксенче паллашаҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пушар сӳнтерекен хăй каласа парсан вара тата та лайăхрах ăнланма пултараççӗ.
Сентябрӗн 3-мӗшӗнче пирӗн шкула уйрӑм хӑна, Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин ТР Тӗп управленийӗн 114 пушарпа ҫӑлав чаҫӗн командирӗ Евгений Захаров килчӗ. Ачасемшӗн пушар сӳнтерекен – вӑл иртнӗ ҫулсенче те, паян та ҫынсене вут-ҫулӑмран хӑтаракан, паттӑр ҫын. Пушар сӳнтерекенсене хисеплени тата вӗсен урокӗсемпе интересленни ачасенче хӑйсене ҫирӗп тытассине аталантарма стимул пулма пултарать. Ҫак мероприятие пула ачасем хӑйсен пӗлӗвӗсене ӳстереҫҫӗ кӑна мар –пушар тухнин тӗп сӑлтавӗсемпе паллашаҫҫӗ, вут-ҫулӑмпа асăрхануллă пулма тата пушар тухнă тӗслӗхре мӗнле пулмаллине вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ачасене васкавлӑ службӑсен телефон номерӗсене аса илтерчӗҫ. Паллах, пушар сӳнтерекен професси ҫинчен, вӗсен ҫӑмӑл мар ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Анчах ҫакӑнпа тӗлпулу вӗҫленмерӗ: арҫын ачасемпе хӗрачасен пушар сӳнтерекенӗн ӗç тумӗпе ӗç хатӗрӗсене курма кăна мар, вӗсене тăхăнса пăхса, хӑйсене чӑн-чӑн пушар сӳнтерекен пек те туйма та пултарчӗç. Калаҫу пынă вăхăтра вӗренекенсем пур ыйту ҫине те татӑклӑн хуравсем илчӗç. Ачасем Евгений Витальевича тав турӗҫ, унпа пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев