Пушаннӑ ҫурт
Йӑмраллӑх ялĕнче утӑ уйӑхӗ хуҫаланать. Шӑрӑх ҫанталӑка пула вырӑнĕпе ҫĕр те ҫуркаланнӑ.
Ҫумӑр ҫуманни те пайтах, хӗвел те ытла хӗртсе пахчаҫимӗҫе ӳсме чӑрмантарать, пусӑри шыв сапнипе пысӑк тухӑҫ ытлах илме май ҫук, ҫӳлтен Турри памасан, ӗмӗтленмелли те ҫук. Анкартинче те ҫӗрулми лутраскер курӑнать. Шыв ҫитменнипе аялти ҫулҫисем те сарӑхни курӑнкала пуҫланӑ. Хӗл валли ҫулса типӗтне утта пуҫтарса кӗртмелле паян Ивановсен.
— Ҫанталӑк пӑсӑлма пултарасси те пур. Авӑ вӑрман енчен пĕлĕт таткисем курӑнкалаҫҫĕ. Икӗ ӗне, сурӑхсем тутӑ пулччӑр тесе хатӗрленмелле. Хӗл хырӑмӗ аслӑ теҫҫӗ, — асӑрхатарччӗ ашшĕ.
Ҫичӗ ача ӳссеҫҫӗ ҫемьере. Аслӑ хӗрӗсем — Полина, Урине, Улька, ывалӗсем — Микихвер, Толя, Энтри маларах уя ҫитсе ӗҫе кӳленнӗ. Кӗҫенни Ваҫлей те амӑшӗпе тан кӗрепле йӑтса утать. Ӗҫме тесе бидонпа пусӑран сивĕ шыв та илнĕ.
— Пĕчĕкскере те хире илсе каятӑр-ха, киле юлман. Шӑрӑх-ҫке! — терĕ Галя кӳрши шеллесе.
— Ӗҫлеме ӳркенмест ҫав, аслисенчен юласшӑн мар, пулӑшу кӳрес ӗмӗтлӗ,-терӗ амӑшӗ мухтасарах кӳршине, — ара, пытӑрах терĕм, ĕҫ мĕнлине курса ӳсчĕр ĕнтĕ мĕн пĕчĕкренех.
Аппӑшӑсем утта чикӗм туса пыраҫҫӗ, тетӗшесем лаша лавне тиесе пыраҫҫӗ. Каҫа хирĕҫ тирпейлесе те хучĕҫ. Вите тӑрри утӑпа тулса та ларчĕ. Тинех кĕтнĕ ҫумӑр та лӳшкесе ҫĕре йĕпетрĕ. Тавралӑх ӳҫӑлсах кайрĕ.
Хаваслӑ ачалӑх та иртсе пырать. Ӳссе ҫитӗннӗскерсем, вӑтам шкула вӗҫлесе хулана аслӑ пӗлӳ илме университета вӗренме кӗнӗ. Экономика, вĕрентӳ, строительство енĕпе ачисем вĕренсе тухрĕҫ.
— Ялта та ӗҫ ҫуккипе питех юласшӑнах мар, шавлӑ хула пурнӑҫне хӑнӑхса ҫитнӗ пуль, — калаҫса ларчĕ Çеруш урамри сак ҫинче
— Веҫех пур та вӗт. Пур хӑтлӑхе те, килсенче пӑрӑхсем тӑрӑх ҫӑл шывӗ те кӗнӗ. Савӑнса ҫеҫ пурӑнмалла та пек. Ҫук вӗт, пурпӗрех яла юлса тӗпленесшӗн мар паянхи ҫамрӑк ӑру, — сӑмах хушрĕ Çинук та. Мĕн тивĕҫлĕ канӑва кайичченех мӑшӑрĕпе пĕрле малта пыракан «Тухӑҫ» калхус ферминче ĕне сунӑ, упӑшки вара лашасем пӑхнӑ ҫĕрте тӑрӑшнӑ. Халь ферми те ҫук, сапаланса пĕтнĕ кирпĕч таткисем йӑваланса выртни кӑна курӑнать, ҫил ачисем кӑна выляҫҫĕ.
Çулсем, кунсем иртрĕҫ. Ачисем те кашнийĕ ҫемье ҫавӑрса ачисене ҫитĕнтереҫҫĕ. Иртни пурте асрах ҫеҫ халь юлнӑ. Аслисем ҫĕрĕ кĕни те вунӑ ҫула яхӑн.
Ивановсем ачалӑхӗ иртнӗ яла та Ҫимӗкре ҫеҫ килеҫҫӗ. Тӑван кил-ҫурт тавра тирпейлесе хӑвараҫҫӗ те каялла хулана таврӑнаҫҫӗ. Ӳссе ҫитӗннӗ яла юлман, халь юхӑннӑ кил-ҫурт, хапхи те тайӑлнӑ, хыт-хура ашкӑрса кайса ҫуртӑн илемне пӑсать. Вĕрене йывӑҫҫисем те вӑхӑтра касманран чӑтлӑха ҫаврӑна пуҫланӑ. Тӑлӑххӑн курӑнса ларать аякранах, калӑн вӑхӑт чарӑнса ларнӑ ку ҫуртра. Никам та пурӑнман пек. Вӑхӑтĕнче шавланӑ, кĕрленĕ ачасен сассси-куллипе.
Пурӑннӑ пулсан ҫакӑн пек юхӑнса та каймӗччӗ. Ялсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Пуш ҫуртсем те курӑнкалаҫҫĕ, ҫулла дача вырӑнне канӑва килсе каякансем кӑна. Ялти ферма та ҫил уланине илтет. Ҫинук та апла шутламан, тӗп никĕсре — тĕпчĕк ывӑлӗ тымар ярӗ тесе ӗмӗтлӗннӗ. Кӑлӑхах, яла мар, хуланалла пурӑнма юлчех.
...Эх, каялла тавӑрма пулсан вӑхӑта? Ҫинук аппапа Ҫеруш тете мӑнукӗсене кӗтсе ларӗччӗҫ сак ҫинче, ытамне илсе пылак ҫимепе сӑйлӗччӗҫ. Ҫук ҫав, апла мар пурнӑҫ урапи малаллах кусать. Кил умӗнчи ӳсекен хурӑн та пуҫне уснӑ, ҫулҫисене шӗплеттерсе илет, пӗчченлӗхре пулнине каласшӑн пек туйӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев