«Пурнӑҫӑм шкултах иртрĕ»
Вӑхӑт шав малалла шӑвать, чарса лартма май та ҫук. Кун хыҫҫӑн кунсем ылмашӑнаҫҫĕ. Ӗҫрен киле таврӑнни, ачасем ӳстернĕ вӑхӑтсем ҫине куҫ хывсан пурнӑҫ иртнине те сисмесĕрех юлатӑн. Паянхи сӑмахӑмӑр та пурнӑҫӗнче шкулта вĕрентекенре тӑрӑшнӑ ҫын пирки.
Агафон Иванович Молгачев, 1937 ҫулхи ноябрӗн 24-мĕшĕнче, Кĕҫĕн Упи ялĕнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫи вӗçленсен, 1945 ҫулхи сентябрь уйăхӗнче 8 ҫулта Кĕҫĕн Упи пуҫламӑш шкулӑн пӗрремӗш класне вĕренме кӗрет, унтан Ҫӗнӗ Упири ҫичĕ ҫуллӑх шкулта 1953 ҫулччен вӗренет, вӑтам пĕлĕвне – Хурӑнвар-Шӑхаль вӑтам шкулĕнче – 1956 ҫулта вĕҫлет.
Шкул ачи чухнех, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те Чапаев ячӗллӗ колхозра вӑй хурать. Тантӑшӗсемпе пӗрле ҫамрӑк ачасем тырӑ акса, тырӑ вырса кӗртес ӗҫре ӗҫлет, лашасемпе вӑкӑрсем ҫӑк турттаракансем пулать. Вӑл вӑхӑтра техника пулманпа пӗрех.
1956 ҫулта ĕҫ ҫулне шкулта счетовод пулса пуçласа ярать, унтан виҫӗ ҫултан библиотекарь тата ӗҫ вĕренĕвĕн вӗрентекенĕнче ӗҫлет.
1958 ҫулта ĕҫчен те сӑпайлӑ Çĕнĕ Упи хĕрĕпе Ольга Дмитриевна Амосовапа ҫемье ҫавӑрать. Мӑшӑрĕпе ҫемье ӑшшине упраса, килĕштерсе 62 ҫул пĕрле пурӑнаççӗ, икĕ ывӑлпа икĕ хĕр ҫуратса ҫитĕнтереççӗ, пĕлӳ параççӗ. Ачисем ялтах ҫемье ҫавӑрса тĕпленнĕ: Владимир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре вӑй хучĕ, Марина – Ульяновскри фармацевтика училищине вĕҫленĕ, Упири аптека пункчĕн заведующийĕ, Надя – Тольятти хулинче пурӑнать, ача пахчинче ĕҫлет, тĕпчĕк ывӑлĕ Сергей ҫеҫ, ашшĕн професси ҫулне суйланӑ, Упи вӑтам шкулӗнче ĕҫлет.
Улькка аппа, В.Чапаев ячӗллӗ колхозра ҫамрӑк выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫленĕ, каярахпа «Восход» хуҫалӑхӑн столовӑйĕнче уй-хирте ĕҫлекенсене тутлӑ та техĕмлĕ апат пĕҫерсе ҫитернĕ, тивĕҫлĕ канӑва тухсан та пекарньӑра кӑпӑшка ҫӑкӑр, уявсенче кукӑльсем пĕҫернĕ ҫĕрте те ĕҫленĕ. Шел пулин те, мӑнуксемпе савӑнса пурӑнмалла чухне, чире пула, 2021 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса каять.
Агафон Иванович ĕмĕрне Çĕнĕ Упири сакӑр ҫул вĕренмелли шкулта ĕҫлесе ирттерет. Шкулта ĕҫ урокĕсемпе пĕрлех шкул библиотекинче те ачасене кĕнекесем вулаттарма тӑрӑшать. Технологи кружокĕсенче арҫын ачасене ҫатан явма вĕрентет. Сӑнав участокĕнче те тĕрлĕ пахчаҫимĕҫ лартса ҫитĕнтереççӗ.
Тӑван шкултан, 2002 ҫулта ҫеҫ, тивĕҫлĕ канӑва каять. Педагогика ӗҫӗн ветеранне, 43 ҫул вĕрентекенре ĕҫленĕскере чун-чĕререн тав тӑвас килет. «Ӗҫне кура – хисепĕ», – тенĕ халӑхра. Агафон Ивановича тӑрушӑллӑ ĕҫĕшĕн теҫетке ытла Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Нумай ҫул хушши сывӑ пурнӑҫ йĕркине те илсе пынă. Хĕлле тавралӑх юрпа витĕнсенех йĕлтĕр сырса ярӑнма тухнӑ, пĕрле мӑнукĕсене – Егорпа Матвейа та хутшӑнтарнӑ. «Халь сывлӑх кӑшт япӑхрĕ-ха», – тет.
Кил-хуҫалӑхра вĕлле хурчĕсем те тытаҫҫĕ, тĕрлĕ пахчаҫимĕҫ ҫитентереҫҫĕ.
– Пĕртте ахаль ларас килмест, яланах кил-тĕрĕшре аппаланатӑп, хампа пĕрле мӑнуксене те ĕҫ ҫумне явӑҫтаратӑп, ĕҫ вӑрттӑнлӑхĕсемпе паллаштаратӑп, вĕрентетĕп, – тет Агафон Иванович. – Кичемленме вӑхӑт та ҫук. Хӑҫат-журналсем те вулатӑп. Хам пултарнӑ таран пулӑшатӑп ачасене.
Агафон Ивановичăн хальхи вăхăтра савăнмалăх вунпĕр мӑнукӗ, вунӑ кĕҫĕн мӑнукӗ пур. Паян вăл тĕп никӗсре ывӑлĕпе Сергейпе, кинĕпе Алинăпа, мӑнукĕсемпе пĕрле хӑтлӑ пӳртре, килĕштерсе пурӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев