Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурӑнас килет-ха...

Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Анузе Миннатовна Зайнетдинова 37 ҫул доярка пулса ӗҫленӗ.

Паллах, ҫӗршывшӑн тӑрӑшнă ӗç манăçăнмасть. Анузе Миннатовнана 70 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов, Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулӗн директорӗ Шамиль Абдрахманов килнӗччӗ. Юбиляра район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн Тав ҫырӑвне, парнесемпе чечексем пачӗҫ, телей, сывлӑх сунчӗҫ.

Анузе аппа ахаль хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Унăн ашшӗпе амӑшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялта ӗҫлесе пурӑннӑ. Анузе ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ. Çамрăкланах фермӑна ӗҫе кӗрет.

– Ӗҫ кунӗ ирхине 4-5 сехетре пуҫланать те каҫхине, тӗттӗмре кăна, вӗҫленет. Пур ӗҫе те алӑпа тăваттăмăр.  Сумалли аппаратсем ҫук. Пӗр ушкӑнра 30 ӗне, вӗсене алӑпа сумалла... Выльӑх апачӗ те валеҫмелле, тислӗк те тасатмалла, пӑрусене те шӑвармалла... Халӗ эпӗ мӗнле ӗлкӗрнӗ-ши, тесе, шухӑшласа ларатӑп, – аса илет Анузе аппа хӑйӗн ҫамрӑклăх ҫулӗсене.

Хӑйӗн шӑпине Забихуллапа ҫыхӑнтарнӑ чухне вӑл 18 ҫул та тултарман пулнă-ха. Забихулла пичче, Анузе аппаран уйрăмрах пулнă май, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсет, хӑй хыҫҫӑн тата 8 шăллӗ пулнӑ. Анузе 12-мӗш çын пулса ҫемьене килет. Ҫемье ӑна хаваслансах йышӑнать. Хӗрсем пулманран, Анузе аппана мăшăрӗн пур тӑванӗсем те аслӑ аппӑшӗ пек йышӑнаççӗ.

– Манăн хуняçапа хунямам питӗ лайӑх ҫынсем пулчӗç. Мана яланах канаш парса пулӑшатчӗҫ, кӳрентерместчӗҫ, питӗ лайӑх пурӑнтăмăр, – тет Анузе аппа.

Мăшăрӗ Забихулла колхора выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пулса ӗҫлет.

Реклама

Анузе аппа вара, яланах малти линире – килте те, ӗҫре те. Тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна ҫулсерен Хисеп грамотисем панӑ, социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи ятне пӗрре мар илнӗ. Ҫулсеренех ăна малта пыракансен слетне, Сабантуй лаптăкне чӗнсе кăларса парнелеççӗ. Телевизор (ун чухне ялта телевизор сайра пулнӑ), пылесос тата ытти япаласем те параҫҫӗ.

Çемьере вӗсен виҫӗ ача ҫут тӗнчене килет. Анчах шӑпи ҫак хӗрарӑм валли сăнавсем хатӗрленӗ пулас – вӑхӑтсӑр вилнӗ икӗ ывӑлне, ҫавӑн пекех мӑшӑрне те питӗ ир пытарма тивнӗ. Ҫакӑн пек хуйха кӑшт та пулин ҫӑмӑллатма хӗрӗ Айзара, ывӑлӗсем ҫинчен шухӑшлани пулӑшать. Вӗсене мӗнле те пулин пулӑшас кӑмӑл пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пулса тӑрать. Паянхи кун хӗрӗ Айзара çемьеллӗ, мӑнуксем ҫитӗнеҫҫӗ. Мӑнукӗсенчен аслисем кукамăшне кӗçӗн мӑнуксем парнеленӗ. Анузе аппан пилӗк мӑнукпа виҫӗ мӑнукӗн кукамăшӗ.

– Хӗрӗм, кӗрӳшӗм, кинсем, мӑнуксем, кӗçӗн мӑнуксем килсех çӳреҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Тӑванăм Фирюза юнашар пурӑнать, куҫ хупса иличчен килсе çитет. Вӗсене чунтан тав тӑватӑп. Пурӑнас килет те, анчах сывлӑхăм ҫулсерен хавшать, – тет Анузе аппа.

Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре пулнӑ ҫынсен кунӗсем татах та  нумай пулччăрччӗ, ҫывӑх ҫыннисемпе ачисен ăшăлăхне, тимлӗхне нумай курччӑрччӗ.       Вӗсем ӑна    чӑннипех тивӗҫлӗ вӗт!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев