Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнăçран – илем, ӗçрен – киленӳ тупса

Пирӗн район вӑрман-кӳлӗсемпе пуян пулмасан та, хӑйӗн хастар-пултаруллӑ каччисемпе чап тытса тăрать.

Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче çуралса ӳснӗ, хăйӗн тăван енне, уй-хирӗсене юратакан Ильдус Мубаракзянович Замдиханов та çавăн пеккисенчен.

Кӗçӗн Чăнлăри вăтам шкула вӗçленӗ хыççăн, Ульяновск облаçӗнчи шоферсем хатӗрлекен курсра пӗлӳ илет. Шкулта вӗреннӗ çулсенче вара тракторист-комбайнер профессине алла илет, ҫак транспортсемпе çӳреме ирӗк паракан удостоверени илсе тухать. Ун хыççăн салтака каять, Афган вӑрҫине лекет каччă. Вӑрҫӑн мӗнпур йывӑрлӑхӗсене курса, ырă-сывă тăван ене çаврăнса килме пӳрет ăна.  Ҫар службинчен таврăнсан та юта каймасть, тăван ялӗнче тӗпленсе юлать. Энергиллӗ çамрăк каччăна «КамАЗ» автомобиль параҫҫӗ. Ачаранах техникӑпа кӑсӑкланакан каччӑ çăк тиесе, рейссене тухать. Йӗкӗтӗн тăрăшуллăхне, ӗçе вӗçне çитерсе пурнăçланине курса, ертӳçӗ ăна комбайн штурвалне сӗнет.

Кăçал Ильдус 9-мӗш сезон «Класс-Тукано» комбайнпа вырмара хутшӑннӑ. Кашни ҫулах темелле обществăра  кӑна мар, районти комбайнерсем хушшинче те малти вырăнсене йышăнса пырать. Кӑҫал тыр çинче вăл хăй çӳрекен «Класс-Тукано» комбайнпа 15 пин центнер тырӑ çапса илнӗ. Ҫуркунне-кӗркунне, тыр çи пуҫланиччен, «УАЗ» маркăллă  машинӑпа обществăра ӗне сăвакансене ӗç вырăнӗсене илсе кайса, илсе  килмелли ӗçсене те ăна шанса панă общество ертӳçи.

Мӑшӑрӗпе Данияпа вӗсем килӗштерсе пурăнса, икӗ ача воспитани парса ӳстернӗ, вӗсене иккӗшне те пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ. Ачисем иккӗшӗ те  Хусан хулинче, хӗрӗ Ильмира банк системинче, ывӑлӗ вара ҫул-йӗр строительствин управленийӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Данияпа Ильдус Замдихановсем тӗп никӗсӗн çуттине сӳнтермесӗр, ачисен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса, тӑванӗсене кӗтсе илсе, ӑсатса пурăнаҫҫӗ.

Ильдусӑн чыслă ӗçӗ ҫулсерен тӗрлӗ парнесемпе хакланать. Вӑл Хусан хулинче, районта ирттернӗ «Тухăç» уявсенче те хутшӑнать. Кун пек телей пурин те пулмасть. Çакна тăрăшуллă ӗçӗн кăтартăвӗпе кăна çӗнсе илме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев