Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мĕн пурăннă таран Хĕрарăма мухтар!

Алена Николаевна  Кивĕ Упи ялĕнче 1977 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ӳсет.

Пулаççĕ вĕт маттур хĕрарăмсем: коллективра та, ял-йышра та вĕсем хисепре, кил ăшшине те упраççĕ, ĕçре те çитĕнӳсем тăваççĕ, чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупаççĕ. Пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса пурăнаççĕ. Сăмах сӳтсе явма та кăмăллă вĕсемпе: чуна ăшăтаççĕ, чĕрене канлĕх параççĕ. Шӳтлеме те ăста, пăрчăкан пек вăр-вар та çивĕч. Ҫапларах  сăнласа парас килет Алешкин- Саплăк ялĕнче пурăнакан Алена Николаевна Журавлевăна.

Алена Николаевна  Кивĕ Упи ялĕнче 1977 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ӳсет. Алена – пĕртăвансенчен чи кĕçĕнни. Упири вăтам шкула пĕтерсен вăл Хусанти культура институтĕнче пĕлӳ илет. Библиотекарь профессине алла илнĕ хыççăн хĕр пĕрчи тăван яла таврăнать. Хула шăв-шавĕ илĕртмест ăна, пĕтĕм чун-чĕрипе ялаллах туртăнать.  Аслă пĕлӳллĕ, пултаруллă хĕр Кивĕ Упи ялĕнчи вулавăш çуртĕнче ĕçлеме пуçлать.

1999 çулта пулас мăшăрĕпе, Алешкин-Саплăк каччипе – Андрейпа тĕл пулать. «Турă çырни хапха умнех килет», тесе ахальтен каламан ваттисем. Ҫамрăксем Кивĕ Упи ялĕнче, туйра паллашаççĕ. Андрейăн амăшĕн – Зинаида Михайловнан –  ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çак ялта иртнĕ. Ывăлĕ те пулас телейне  амăшĕн ялĕнчех тупать. 1999 çулта Саплăкра Журавлевсен туслă çемйи чăмăртанать.

Качча килсен те Алена Николаевна тăван ялĕнчи юратнă ĕçне пăрахма васкамасть-ха. Ҫичĕ çул хушши Кивĕ Упи еннелле сукмак такăрлатать. 2006 çулта вара Алешкин-Саплăк ял тăрăхĕн администраци ĕçченĕ пулса тăрать. Маттурскере секретарь ĕçне шанса параççĕ. Ěçре те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать.

Ирхи сывлăм пек таса юратупа чăмăртаннă çемьере виçĕ пепке çуралать.  Нумай ачаллă амăшĕ пулни уншăн вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç-пуçпа пĕрлех пысăк яваплăх пулнине те пытармасть Алена Журавлева. «Анчах та çемьере ача пурри телей. Ачасен куллипе çурт савăнăçпа тулать», – тет вăл.

2012 çулта пурнăç Журавлевсен çемйи умне тепĕр кĕтменлĕх илсе килет. Вĕсем сарăмсăр вилсе кайнă тăванĕн ачине усрава илеççĕ. Хăр тăлăх тăрса юлнă 13 çулти хĕрачана çемье хăйĕн хӳттине илет. «Ача ют пулмасть», – тесе ĕнентерет Алена Николаевна. Мĕн чухлĕ тӳсĕмлĕх, юрату кирлĕ ют ачана пăхма… Анчах та Андрейпа Алена Журавлевсем йывăрлăхсен умĕнче парăнаканнисем мар.

2020 çулта  Алена Журавлева Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе логопед профессине алла илет. Мĕн хистенĕ-ши ăна тата хушма пĕлӳ илме? «Хальхи саманара ир калаçма вĕренеймен ачасене час-часах курма тӳр килет. Ҫавна пула та, çак професси питĕ кирлĕхлĕ тесе шутлатăп», – тет вăл пăшăрханнине палăртса. Шухăшлама тата тĕрĕс йышăнусем тума пĕлекен çын яланах малалла аталанма тăрăшать. Алена Николаевна та çав шутра.

Ăшпиллĕ хĕрарăм кил-çуртра та туслăха пĕрремĕш вырăна хурать. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшне чун-чĕререн хисеплесе пурăнать. Икĕ çемье, тĕрлĕ ăрури çынсем… Ҫапах та килĕшӳпе юрату вĕсен çуртĕнчен каймасть. «Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть, паллах. Анчах та пĕр-пĕрне кӳренсе çӳрес йăла çук пирте. Каçарма пĕлни-пысăк вăй», – тет сăмах çăмхине сӳтнĕ май хисеплĕ ĕçтешĕм.

Пурнăçра юратăва упрама пĕлни хăй пĕр искусство. 23 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Кил-çуртри илемпе хăтлăхшăн Алена тăрăшать пулсан, кил хуçи тулта ĕçлесе çӳрет. Андрей Иванович ачисене воспитани парас ĕçре те хастар хутшăнать. Вăл Ҫĕпрелĕнчи Казначейство департаменчӗн территори уйрăмӗн ертӳçин çумĕ пулса тăрăшать.

Телей тени  – мĕн тени? Ăна кашни çын хăй майлă ăнланать. Пĕри курать ăна пуянлăхра, тепри – юратура… Алена Николаевна вара телей курать йĕри-тавра: çемьере, ĕçре, çынсенче, тăнăç тĕнчере. Алена Журавлева пек ырă чунлă, тĕрĕс шухăшлă  хĕрарăмсем  тĕнчере нумай пулсан, çут тĕнче тата та илемлĕрех  пулĕччĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев