Пурнăçне тăван халăха халалланă
Хыпарсем

Пурнăçне тăван халăха халалланă

Нумаях пулмасть Валентин Федорович хăйĕн 80 çулхи  юбилейне паллă турĕ

«Тăван халăхшăн, юратнă ялшăн чуна парса ĕçлени-маншăн чи пахи. Иртсе кайнă кун-çула каялла çаврăнса пăхсассăн ним чухлĕ те пурăннă пек мар. Тĕпчемелли, ĕçлемелли тата та нумай», – тет Алешкин-Саплăк ялĕнче пурăнакан хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Валентин Федорович Макаров.

Валентин Макаров – историк, таврапĕлӳçĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ,  Тутар Республикин чăваш наци конгресĕнчи чăваш çыравçисен пайташĕн членĕ, Алешкин-Саплăкри ветерансен совечĕн ертӳçи. Ҫичĕ кĕнеке авторĕ. 

Нумаях пулмасть Валентин Федорович хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ҫак чаплă уявпа саламлама ăна Ҫĕпрел район пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин тата Алешкин-Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьев килсе çитрĕç. Юбиляра асăнмалăх парнесем парса чысларĕç, çирĕп сывлăх, телейлĕ кун-çул, канлĕ ватлăх сунчĕç. Тăван халăхшăн çав тери нумай ырă ĕç тунăшăн, хăйĕн пурнăçĕнчи чăн тупсăмне шыраса тупма пултарнăшăн, тухăçлă ĕçленĕшĕн, чăвашлăха упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕç.

Валентин Макаров 1941 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Ҫĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан вăл тăван колхозра ĕçлеме пуçлать. Малалла Куйбышев облаçĕнчи Сызрань районĕнче вĕренет, алла чăн-чăн тракторист-машинист пулнине ĕнентерекен диплом илет.

1962-1965 çулсенче Валентин Федорович Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тăнă вăхăтра танкист пулса çĕршыва хӳтĕлет. Виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать. Ахаль ларма хăнăхманскер, ялти клуба ĕçлеме вырнаçать. Ăна кунта заведующи тивĕçне шанса параççĕ.

1966 çулта Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулне экстерн майĕпе патшалăх экзаменне панă май вӗçлет. Ҫулталăкран вара Алешкин-Саплăкри сакăр класлă шкула ĕçлеме вырнаçать. Ачаран таврапĕлӳçĕ ĕçĕпе кăсăкланнăран, ачасене истори тата географи предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Паянхи кун та вăл вĕрентнĕ ачасем ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл уроксене лайăх тата интереслĕ илсе пынă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Валентин Федорович çамрăк специалистсене те пулăшса пынă, хăйĕн ăсталăхĕпе те ыттисене паллаштарнă. 

Чунпа учитель ĕçне çыпăçăннăскер, малалла вăл шкул пурнăçĕнчен тухмасăр, Хусанти патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне  куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, ăна шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ.  Каярахпа истори тата обществознани учителĕ пулса тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах тухать.

Валентин Макаровăн тăван тавралăха тĕпчес туйăм шкулта, ачасене вĕрентнĕ чухне çуралнă. Тĕпчевçĕре çак асамлă туйăм кунран кун вăйланса çирĕп тымар янă. «Пĕтĕм тĕнчери историе пĕлнипе кăна мар, хамăр тăван çĕршыв çинчен пĕлни хаклă тупра. Ачасене хамăр таврана вĕрентме тăрăшмалла»,- тет историк.  Чун тĕпĕнчен çут тĕнчене кăларнă «Пирĕн тăрăхпа Алешкин-Саплăк ялĕн аваллăхĕ» пĕрремĕш кĕнекинче таврапĕлӳçĕ яла чĕререн юратни уççăнах курăнса тăрать.  Ҫак кĕнекен алçырăвне паллă чăваш историкĕ, наукăсен докторĕ Василий Дмитриев профессор та пысăка хурса хакланă. «Валентин Федоровичăн кĕнеки тĕплĕн шухăшласа çырнăскер, фактсене документсемпе танлаштарнă, чĕлхи тирпейлĕ те таса», – тенĕ профессор.

«Вутра та çунмас, шывра та путмас», – теççĕ Валентин Федорович пирки ял-йышсем. Лартнă  тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕ йывăрлăх урлă тухнă вăл. Ҫапах та алă усман çыравçă, малаллах утнă. Тăван тавралăха тĕпчесси уншăн яланах пĕрремĕш  вырăнта тăрать. Нумай хулари архивсене çитсе кирлĕ документсем пухнă. «Куç хупмасăр ирттернĕ каçсем те пайтах пулнă», – тет, аса илсе паянхи юбиляр. 

Валентин Макаров тăрăшнипех, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, П.В. Дементьев Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралса ӳсни палăрнă. Вăл ăна архив докуменчĕсемпе тĕпчесе пĕлнĕ. Шăпах «Жизнь отданная авиации» кĕнекинче П.В.Дементьевăн пурнăçĕпе пархатарлă ĕçĕ çинчен каласа парать хисеплĕ таврапĕлӳçĕ.

Валентин Федорович пултаруллă та харсăр çын пулнине, унăн кăкăрĕ çинче йăлкăшакан медальсем те çирĕплетсе параççĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул», «Ěçри хастарлăхшăн», «Ěç ветеранĕ» тата ытти медальсене те илме тивĕçнĕ вăл. Тав çырăвĕсен, Хисеп хучĕсен шучĕ те çук вара!

Паянхи кун та вăл ял тата район пурнăçĕнче иртекен обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, иккĕллентерекен ыйтусен хуравне уçăмлатма пулăшать.

Валентин Федорович – чăваш халăхĕн чăн-чăн ывăлĕ тесе те çирĕплетсе калама пулать.

Мăшăрĕ – Нина Алексеевна – çемье ăшшин управçи, шанчăклă пурнăç юлташĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Интернатра –воспитатель, шкулта лаборантка пулса ĕçленĕ тата нумай çул хушши библиотекăра вăй хунă. Валентин Федоровичпа пĕрле вĕсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Тивĕçлĕ воспитани панă. Вĕсен ачисемпе мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур çав. Асли – Галина – Хусан хулинче пурăнать, вӗрентекен пулса ĕçлет. Шкулта вырăс чĕлхи предметне вĕрентет. Иккĕмĕшӗ – Оксана – çемйипе Ульяновск хулинче тĕпленнĕ. Вăл почта уйрăмĕнче оператор пулса тăрăшать.  Володя – çемйипе Ульяновск хулинче кун кунлать.  Ульяновск облаçӗнчи шалти ӗçсен пайӗн автоколоннинче механик пулса ӗçлет. Александр –Ҫĕпрел районĕнчи Чакă ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни, Федор, вăл та çемье çавăрнă ĕнтĕ. Хусанта пурăнать, хулари пĕр банкра программистра вăй хурать.

Макаровсен аслисем паянхи кун 10 мăнукпа тата 1 кĕçĕн мăнукпа киленсе пурăнаççĕ. Вĕсем тĕп çурта килессе чунтан кĕтеççĕ. Ватлăхра йăпанмалли те ачасемпе мăнукӗсем кăна-çке… Вĕсен хаваслă кулли ăмăр çанталăка та çутатса яма пултарать вĕт!

«Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар», – теççĕ халăхра. Витĕмлĕ те чи тĕрĕс сăмахсем. Мĕн кăна пулса иртмест пулĕ çак тапхăрта – савăнмалли те, хурланмалли те. Чи тӳсĕмлисем кăна çак лару-тăрăва парăнтараççĕ, мĕн пур йывăрлăха çĕнсе малаллах талпăнаççĕ. Нинăпа Валентин Макаровсем шăпах çавăн пек çынсем.

 


Нет комментариев