Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнăçӗ — сапăрлăхпа ӗçченлӗхӗн тӗслӗхӗ

Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Нафиса Низаева ҫак кунсенче 90 ҫул тултарчӗ.

Ҫак ҫула ҫитнине вӑл пысӑк парне вырӑнне хурать. 

— Ҫамрӑклăхра, ача чухне йывӑрлӑхсем нумай тӳсме тиврӗ. Эпир вӗт пӗр аннешӗн ытла та нумаййăн пулнӑ-ҫке, çимелли те, тăхăнма тумӗ те ҫитмен, — тесе ачалӑхне аса илет вӑл.


Нафиса аппан ҫичӗ пӗртӑванӗ пулнӑ. Паян вӑл пӗччен кăна тăрса юлнă. Ҫичӗ ачине ытамне илсе, амӑшӗ хӑйӗн мӑшӑрне Арифуллана вӑрҫа ӑсатать. Унтан вӑл аманса таврӑнать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫемьере тепӗр ача — ывăл — ҫуралать.

— Кӑмака тавра пуҫтарӑнатпăр та, анне хуранра мӗн те пулин пӗçермест-ши, тесе кӗтсе лараттăмăр. Апат пӗҫерме вара нимӗн те çук. Анне хăй хуранти шыва пăтратать, вӑл пире вара: «Часах пулать, часах пулать...», — тет. Пиçекен апачӗ — чӗкӗнтӗр ҫулҫи... Эпир мӗнле ӳснӗ-ши?!

Нафиса аппа 7 класс пӗтерсен колхоза ӗҫлеме каять. Аслисен çумӗнче, колхозăн уй-хирӗнче кӗлте ҫыхма вӗренет, кирпӗч çапма пулăшать (ялта ӗлӗк кирпӗч завочӗ пулнӑ).

— Вӑл вӑхӑтра колхозра ӗҫ нумайччӗ, ачасемшӗн те çителӗклӗччӗ, — тет вӑл.

30 ҫула яхӑн вӑл колхозăн уй-хирӗнче сахăр чӗкӗнтӗрне ӗçе кӗртет. Çемье çавăрса, мăшăрӗпе виҫӗ ача: пӗр хӗрпе икӗ ывӑл пăхса ӳстереççӗ. Нафиса аппа 16 ҫула яхӑн чирлӗ хунямӑшне те пӑхса пурăнать, пӗр ывӑлӗ трагедиллӗ пурнăçран уйрăлса каять. 

Халӗ вӑл ялта хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Хӑй тӗллӗн пурăнма вӗреннӗ ялăн аслă çулсенчи çынни тӗп никӗсӗнчен уйрӑласшӑн мар. Ачисем ӑна хӑйсем патӗнче пурӑнма чӗнеҫҫӗ, анчах вӑл: «Ӗлкӗрӗп-ха», — тет.

Низаевсен ялта тӑванӗсем нумай. Тăванӗсем хушшинче, çаплах, ентешӗмӗр, Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӳсен Ассоциацийӗн председателӗ Агзам Губайдуллин та пур.

Пысӑк юбилей кунӗнче Агзам Саматович та аппӑшне саламларӗ, ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗ, ачалăхне аса илчӗ тата воспитани парса ӳстернӗшӗн тав турӗ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне тума вӑл мамӑк тутăр ярса панă, таврӑнсан кӗрсе тухма шантарать.

Районăн ертӳçисем те ялăн аслă çулсенчи çыннине саламларӗç. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин район пуçлăхӗн саламлă çырăвне, парнесем пачӗç, ырӑ сунӑмӗсене пӗлтерчӗç.

Нафиса Арифулловнан пурнӑҫ ҫулӗ — сапăрлăхпа ӗҫченлӗхӗн тӗслӗхӗ. Хӗрӗ Гулина, ывăлӗ Талгат хӑйсен пурнӑҫне тӑван тӑрӑхне халалланӑ çынсем. Вӗсем çемье çавăрса, амăшне 8 мӑнук парнеленӗ, мӑнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем те ҫут тӗнчене килнӗ. 

Пысӑк, аслă йӑх-несӗл, Нафиса аппан ҫуртне илем кӗртсе, пӗр сӗтел хушшине пуçтарăнса, юбилее уявласа ирттерчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев