Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнăç илемне туйса пурăнать Фаргать Шигапов

Иртни те, хальхи те авторитетлă

Фаркать Кашапович Тури Хураката ялӗнче, пилӗк ачаллӑ çемьере 4-мӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет. 
Ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Хусанта троллейбус водителӗн профессине алла илсе, унта троллейбус водителӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. Каччăн салтака кайма вăхăт çитсен — Балтика флотӗнчи тинӗс пехотинче çар службинче тăрать. Ӑна сержант званийӗ те параççӗ. Унтан яшь каччă службине Африкăри Луан хулинче малалла тӑсать, посольствӑна, тӗрлӗ карапсене сыхлать. 

Тӑван ене таврӑнсан, 1988 ҫулта, шалти ӗҫсен районти уйрăмне ӗҫе вырнаçать. Унта сержант званийӗнчен пуçласа майор таранах çӗкленет. Шалти ӗҫсен службинче званисене ҫулсерен мар, кăтартуллă службӑшӑн параҫҫӗ. Ӗçленӗ çулсенче Фаркать Кашаповичӑн тухӑҫлӑ ӗҫне нумай ҫул хушши ведомствăн Хисеп хучӗсемпе, наградисемпе палăртнă. 

Шалти ӗҫсен органӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра милици майорӗ Фаркать Кашапович Çурҫӗр-Кавказ регионӗнче контртерроизм операцие чарас енӗпе Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин ҫарӗсен (Вӑйӗсен) Пӗрлешӳллӗ группировкин составӗнче икӗ хутчен службӑри командировкӑра пулать. Унта вӑл оперативлӑ ушкӑнпа ОМОН отрядне апат-ҫимӗҫпе, боеприпассемпе тивӗçтерсе тăрать. Операци хыҫҫӑн пирӗн ҫар ҫыннисем чугун ҫул сетьне сыхласа хӑварма пултараççӗ, ОМОНăн йывӑр аманнӑ тӑватӑ çар çыннине тата вилнисене илсе тухаççӗ, ятарлă поезда чугун çул станцийӗнчен илсе тухуссишӗн боевиксен вут-çулăм точкисене хӗç-пăшалпа ăста пусарса тăраççӗ.

Кăтартнă паттăрлăхӗшӗн РФ Президенчӗн 2000 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнчи Указӗпе килӗшӳллӗн, милици майорӗ Фаркать Шигапов «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе тата РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен Главнокомандующийӗн Тав ҫырӑвӗпе наградӑланать.

2009 ҫулта Фаркать Кашапович шалти ӗçсен уйрăмӗн ветеранӗ пулнă май, тивӗçлӗ канӑва тухать.
Хастар, пӗлӳллӗ, кашни ӗҫе тӗплӗн те тӗрӗс пурнăçлама вӗреннӗ Фаркать Кашапович яланхи пурнӑҫра та хӑйӗн вырӑнне тупать. 

Паян вӑл — районти «Исток» кооперативăн ертӳçи. Паллах, тикӗс çӗр çинче, «Исток» пек хальхи, çу туса кăларакан, сӗт продукцийӗсене ӗçе кӗртекен завода ура ҫине тӑратма ҫӑмӑлах пулмасть. Тӗрлӗ грант программисене хутшӑнса, çӗнсе илнӗ грант укçи-тенкине вӗсем хальхи заводăн ҫуртне тума, ҫӗнӗ оборудованисем, техникатуянма тӑкаклаҫҫӗ.

«Исток» кооперативăн ертӳçине Фаркать Шигапова республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе «ТР Ял хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗн чи лайӑх ертӳçи» номинацире Диплома тивӗçлӗ пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев