Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнăç илемне туйса

Февралӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Галина Петровна Васильева ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑшӑ саламсем тата Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗсем йышӑнчӗ.

Юбиляр патне хӑнасем — район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мохитова килнӗччӗ. Вӗсем Галина Петровнана Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн саламне, парнепе чечек çыххи пачӗҫ.

Галина Петровна 1929 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Шемӗршел ялӗнче ҫут тӗнчене килет, ҫемьере тăваттăн ӳсеççӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнă вăхăтра Галя 12 ҫулта пулать. 1942 ҫулхи январь уйăхӗнче унӑн ашшӗне, Петр Алексевич Васильева, Буденновски районӗн çар комиссариатӗнчен фронта мобилизацилеççӗ, 1943 ҫулхи март уйăхӗнче хыпарсӑр ҫухалать. Амӑшӗ, Прасковья Никаноровна, мăшăрӗнчен сакӑр уйӑхри ывӑлӗпе тăрса юлать.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Галина Петровнӑн аслӑ аппӑшӗ тракторпа ӗҫлет, мӗншӗн тесен ҫамрӑксемпе арҫынсене вӑрҫа илнӗ, иккӗмӗш акӑшӗ ялти МТС-ра вăй хурать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем ҫемьепе нумай йывӑрлӑхсем тӳссе ирттереççӗ. Галинӑна ачаранпах тӑван колхозра ӗҫлеме тивет.

Галина Петровна 1947 ҫултан пуҫласа 1958-мӗш ҫулччен, колхозра тӗрлӗ ӗҫре вăй хурать. Ун хыççăн Кивӗ Шемӗршел участок больницинче санитарка пулса ӗҫлет. 1986 ҫулта, çак ӗçренех, тивӗҫлӗ канӑва тухать. Вӑл ăçта кăна ӗçлесен те, пур ҫӗрте тăрăшуллă ӗçчен, хисепре пулать. Унӑн ӗҫ стажӗ 38 ҫула тӳрӗ килет.

1965 ҫулта Галина Петровна Владимир Филипповпа çемье çавăрать. Анчах та вӗсем пурӗ те вунӑ ҫул ҫеҫ пӗрле пурӑнаççӗ, уйрӑлаççӗ. Вӑл виҫӗ ачине — хӗрне Надеждăна, йӗкӗреш ывӑлӗсене Петрпа Дмитрие пӗчченех пăхса ӳстерет. Хӗрӗ Пӑва хулинче пурăнать, ывӑлӗсем çак ялтах тӗпленсе юлаççӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемие 4 мӑнукпа 5 кӗçӗн мӑнук савăнтарса пурăнаççӗ.

— Хальхи ӑру — ачасем, вӑрҫӑ ҫулӗсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа панине, тен, ӗненмеҫҫӗ те пулӗ. Эпир нумай курнă, нумай тӳснӗ, — тет Галина Петровна, вӑрҫӑ тата ун хыççăнхи ҫулсене аса илсе. 

— Анне пирӗн питӗ хастар. Пурне те пӗлесшӗн, нумай пӗлме тăрăшать. Владимир Путинта унӑн ҫуралнӑ кунне, ăçта пурăннине те пӗлнинчен питӗ тӗлӗнет, — тет кинӗ Людмила Викторовна.

Хальхи вӑхӑтра Галина Петровнӑна ывăлӗпе Дмитрийпе тата кинӗпе Людмилăпа пурӑнать.
Юратнӑ амăшне саламлама хӗрӗ, ывӑлӗпе кинӗ килнӗччӗ. Килти ывӑлӗ хальхи вӑхӑтра Мускавра, вахта меслечӗпе ӗҫлет. Ҫак кун вӑрӑм ӗмӗрлӗ Галина Петровнăна ӑшӑ сӑмахсем нумай каларӗç. Юбиляр хӑйне тимлӗх панăшăн тата ырӑ суннӑшӑн хăнасене чунтан тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев