Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнăç çулӗпе çур ӗмӗр пӗрле

Ылтӑн туй – нумай ҫул пурнăç сăнавӗсене парăнман, пысăк юратӑвăн палли вăл. Çемье çирӗплӗхне, пӗрлӗхне сыхласа 50 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсем яланах чун-чӗрере ăмсану тата хисеп туйăмӗ çуратаççӗ.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Юрий Михайловичпа Ольга Васильевна  Порфирьевсем пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утма пуçланăранпа ҫур ӗмӗр. 50 ҫул вăхăт çитсе пырать пулин те, ҫак ҫемье пӗр-пӗрин тӗлӗшпе пулнă туйӑмӗсене улӑштармасӑр, юратӑва упраса, пурнӑҫри чӑрмавсем хушшинче ҫухалса каймасӑр, илемлӗ пурнӑҫпа пурӑнать.

Вӗсем аллă ҫул каялла, мартăн 8-мӗшӗнче, пӗр илемлӗ çурхи кун мăшăрланаççӗ. Ҫак кунран пуҫласа  Порфирьевсем ӗмӗр тăршшӗпе савăнăç-хуйха пӗрле пайласа, пурнăç тилхепине пӗрле туртма пуçлаççӗ.

Юрий Михайлович 12 ҫул  районти ДОСААФра инструктор пулса ӗҫлет, унтан районти сӗт-çу заводӗнче шофер-снабженец пулса вăй хурать, çавăнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ӗçӗнче те яланах хисепре пулать, хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Унăн тăрăшуллă ӗҫне тӗрлӗ наградӑсемпе: «СССР ДОСААФне  – 50 ҫул» Хисеп палли, «СССР ВДНХ медалӗ», нумай Хисеп грамотисем парса хаклаççӗ. Юрий Михайловичӑн сӑн ӳкерчӗкӗ 10 ҫул хушши министерствăн Хисеп хăми ҫинче вырӑн йышӑнса тăрать. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ те 41 çула тӳрӗ килет.

Ольга Васильевна вара район ҫыннисем хушшинче аслă педагог пулнă май хисепре. 40 ҫул хушши вăл ачасене пӗлӳпе воспитанипе парать. Аслӑ категориллӗ педагогăн тӑрӑшуллă ӗçне патшалӑх та тивӗҫлипе палӑртнă: вӑл – РСФСР ҫутӗҫ отличникӗ, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медале те тивӗçнӗ. Паян унăн вӗренекенӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурăнаççӗ, хӑйсен вӗрентекенне манмаҫҫӗ, унăн халне шăнкăравласа пӗлсе тӑраҫҫӗ, килне те килеççӗ.

Юрий Михайловичпа Ольга Васильевна иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗçнӗ.

Туслӑ ҫемьере икӗ ача ӳстерсе, вӗсене тӗрӗс çул çине тăма пулăшаççӗ. Ывӑлӗсем тӑрӑшса вӗренсе, шкула медальсемпе пӗтернӗ. Аслӑ пӗлӳ илсе, паян ҫемйисемпе Хусан хулинче пурӑнаççӗ. Вӗсем ашшӗпе амăшне ултӑ мӑнук парнеленӗ.

Ачисемпе мăнукӗсем те вӗсене пӗчченлӗхре хăвармаççӗ. Уявсемпе канмалли кунсенче Порфирьевсен килӗ ачисемпе мӑнукӗсен савăнăçлă сассипе кӗрлесе тăрать.  Вӗсем пӗрле тӑван никӗсе пуҫтарӑнаҫҫӗ, килсех çӳреççӗ, пулăшса тăраççӗ. 

– Эпир 50 ҫул çитнине сисмерӗмӗр те. Хăш вăхăтра иртсе кайрӗç-ши çак çулсем, – теҫҫӗ юбилярсем. Çур ӗмӗр иртсен те, чун ăшшине, ăшă туйăмсене упраса хăварма пултарни вӗсен пичӗсенче, ăшшăн калаҫнинче палăрать. Вӗсем пурнăç ахаль иртмен, хăйсене телейлӗ, тесе шутлаççӗ.

Паянхи кун Порфирьевсем тивӗҫлӗ канура пулсан та, ӗçсӗр лармаҫҫӗ. Выльăх-чӗрлӗх усраççӗ, пахчаçимӗç ӳстереççӗ. Кил-çурчӗн таврашӗ, хӑтлӑхӗ, илемӗ вара кунта ӗçчен хуҫасем пурӑннине ҫирӗплетет. Чӳрече саккисем ҫинче, çулла садра ӳсекен пӗринчен тепри хитре чечексем вара кил-çуртне тата та ытларах  илем кӳреççӗ.

Çур ӗмӗр пӗрле пурăннă çак çемьене пурнăç çулӗпе малалла та ачисемпе мăнукӗсен ырлăхне, тимлӗхне туйса, юнашар утма Турри сывлăх, вăй-хал патăрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев