Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнӑҫ та тӗрлӗрен пулать...

Раушания Алиеван пурнӑҫӗ ҫӗршыв кун-ҫулӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ

Ҫак кунсенче Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Раушания аппа хӑйӗн пысӑк юбилейне палăртса ирттерчӗ.
Вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Раушанияна, ытти тантӑшӗсем пекех, выҫлӑха тата мӗнпур йывăрлăхсене чӑтса ирттерме тивнӗ. Çав çулсен нуши-терчӗ ахаль иртмен. Паянхи кун йывăрлăхпа кăна утса ҫӳреме пултарать пулин те, вӑл хастарлӑхне ҫухатман, унӑн ӑс-тӑнӗ тӗлӗнмелле, иртнӗ ҫулсенчи пулӑмсене питӗ лайӑх астӑвать.

Ялти шкулта 7 класс пӗтерсен, хӗр тӑван колхозра ӗҫлеме пуçлать. Ӗмӗр тӑршшӗпех унта вăй хурать, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать. Раушания пӗр ял çыннипе Нигматзянпа çемье çавăрать. Вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстереççӗ, пурне те пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаççӗ. Паянхи кун ачисем тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ, ывӑлӗ Радик авланса, тӗп никӗсре тӗпленсе юлнă. Анчах та 11 ҫул каялла вӗсен ывӑлӗ аварие лекет, пурнăçӗ татăлать.

Раушанияпа Нигматзян Алиевсем пӗччен юлнă кинне, мăнукӗсене пулӑшаҫҫӗ. Раушания аппан мăшăрӗ те пурнăçран уйрăлса кайнă ӗнтӗ. Мӑнуксем те ӳссе çитӗнсе, ҫемье ҫавӑрнӑ. Раушания аппана паян 9 мӑнукӗ, 15 мӑнукӗ савăнтарса пурăнаççӗ.

Хальхи вăхăтра тӗп никӗсре кинӗпе Фанзиляпа пӗрле пурӑнать. Юбилей кунӗнче Раушания аппан ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем пурте килнӗччӗ.

Хисеплӗ ветерана паллӑ кунпа, сумлă юбилейпе районти ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Кивӗ Чакӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин саламларӗҫ. Вӗсем ӑна вӑрӑм кун-ҫул, чун хавалӗ, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ, вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳссе ирттернӗ ӑру çитӗнекен ӑрушӑн хӑюлӑхпа Тӑван ҫӗршыва юратнин тӗслӗхӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев