Пурнӑҫ иртрӗ те кайрӗ...
«Эпӗ хамӑн пурнӑҫ иртсе пынине сисмесӗрех юлтăм...», — тет Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи Мушфика Камалова. Мӗн кăна пулман-ши унăн пӗр ӗмӗрлӗх пурнӑҫ историйӗнче?!
Вӗсем çемьере виҫӗ хӗр пулнӑ. Ашшӗ вӑрҫа кайнӑ та, таврӑнайман.
— Хӗрӗмсене сывлăхлă ӳстер, тенӗ çырусем килетчӗç аттерен. Унтан аттерен ҫырусем килме пăрахрӗç, вăл хăй те таврăнаймарӗ. Ҫапла, тӑлӑха тăрса юлтӑмӑр... Пӗртăванăмсенчен пӗри 3 ҫулта чухне вилчӗ, — тесе каласа парать Мушфика аппа, ҫав ҫулсене аса илсе. — Анне пире ӳстерес тесе колхозăн уй-хирӗнче нумай ӗҫлерӗ.
Мушфика аппа пӗр ял ҫыннине Анваршана качча тухать.
" Эпир питӗ лайӑх, 55 ҫул пӗрле пурӑнтӑмӑр. XXII Партсъезд ячӗпе хисепленсе тăракан колхозра бухгалтер пулса ӗҫлерӗ вăл. Анваршам вилнӗренпе 15 ҫул ӗнтӗ", — тет тыл ветеранӗ.
Мушфика Миргасимовна пилӗк ачана пурнăç парнелет. Паянхи кун ҫичӗ мӑнукпа ҫичӗ кӗçӗн мӑнукӗ пур. Тӗп никӗсре ывăлӗпе кинӗ çумӗнче ватлӑхне ирттерет.
— Пурнӑҫăм питӗ лайӑх пулчӗ, ӳпкелешместӗп, — тет 95 ҫул тултарнă ялăн хисеплӗ аслă ăру çынни. Вӑл тыл ветеранӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ятпа медальпе наградӑлани ҫинчен мӑнаҫланса каласа пачӗ.
Ӗҫ ҫулӗсем колхоз садӗнче иртнӗ. Ҫав ҫулсенче колхоз пахчаҫимӗҫ, махорка ӳстернӗ. Кивӗ Шемӗршелӗнче чаплă улмуҫҫи сачӗ те пулнă. Улмуҫҫи садӗнче ӗçленине юбилярăн хӗрӗсем те тунсăхласа аса илчӗç.
Юбилейпе Мушфика аппана саламлама Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова килнӗччӗ. Хӑнасем ӑна Раҫҫей Президенчӗнчен саламлӑ ҫыру тата район администрацийӗнчен асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Мушфика Миргасимовна, шăпа нумай сăнанă пулин те, чун хавалне, пурнӑҫ ҫине оптимистла пӑхассине упраса хăварнă. Вӑл килнӗ хӑнасене пурне те тав турӗ, малашне те тӗл пулма пӳртӗрччӗ, тесе ăсатса ячӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев