Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнӑҫ илемне туйса

Пултаруллă çын

Ҫак статья пултаруллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ Мадина Замалтдинова ҫинчен. 

Эсир мӗнле-тӗр, пӗлместӗп, эпӗ вара интернет уҫатăп та Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗнче пурӑнакансен тӗрлӗ пулăмсен, уявсен, ӑмӑртусен, тӗлпулусен вăхăтӗнчи сӑн ӳкерчӗкӗсене куратӑп. Часах ҫак тӗлпулусене йӗркеленӗ Мадина Нурулловна, хӗвел пек йӑл кулса, редакцие килсе кӗрет е телефонпа шӑнкӑравлать.

Мероприятисем мӗнле иртни, малашне йӗркелемелли пӗр-пӗр каç ҫинчен хавхаланса каласа парать. Ӗлӗк эпӗ, «ферма пӗтсен, ял пӗтет» тенине час-часах илтеттӗм. Паллах, ку шухӑшпа тавлашма пулать. Ялта пурте кирлӗ тесе калас килет: шкул та, ферма та, мечӗт те, клуб та. Кайранхи уйрӑммӑнах! Мӗншӗн тесен унта ҫынсем ӑс-хакӑл апачӗ илеҫҫӗ. Эпӗ ҫак вырӑнта тата тепӗр япала — ҫак ҫуртсене кам та пулин ӗҫлеттерекен, чун кӗртекен пулни кирлӗ, тесе каласшăн. Пурте пӗлеҫҫӗ — «Кадрсем пурне те татса параҫҫӗ!», ку каларăш паян та активлӑ. Çӗнӗ Кахăрлă Культура çурчӗ кӗрлесе, ӗçлесе тăнинче унӑн директорӗн Мадина Нурулловнан тӑрӑшулăхӗ пысăк. Çак ялăн Сайриджан аппапа Нурулла пиччен хӗрӗ вăл Мадина. Унӑн ашшӗ — Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин инваличӗ, амӑшӗн Сайриджан аппан та çамрăклăхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килнӗ. 

Ял шкулӗнчен вӗренсе тухсан, Мадина Хусанти кулинари техникумӗнче професси пӗлӗвӗ илнӗ, яла таврӑннӑ. Ҫамрӑк та хастар хӗре ҫӗнӗрен уҫӑлакан ача сачӗн заведующийӗ туса хураççӗ. Шӑпах ҫак ҫулсенче вӑл пӗлӗвне тата та ӳстерес тесе Хусанти педагогика колледжне вӗренме кӗрет, унтан Хусан патшалӑх университечӗн географи факультетне те пӗтерет. 

Аслӑ пӗлӳ илнӗ Мадинана ялти шкула ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ, унта вӑл тӗрлӗ ҫулсенче тӑсӑлнӑ кун ушкӑнӗн воспитателӗн, пионервожатӑйӑн, педагог-организаторӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ҫапла вӑл 25 ҫулне шкулта ирттерет. 

2018 ҫулта вара ялти Культура çуртне ертсе пыма пуçлать. Ку ӗҫе вӑл паян та ывӑнма пӗлмесӗр пурнăçлать. 

Мăшăрӗ Мидехат Ахатович ку ӗҫре унӑн тӗп пулӑшаканӗ пулса тăрать. Замалтдиновсем икӗ ача пăхса ӳстереççӗ, вӗсене ҫирӗп пӗлӳ параҫҫӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. 

— Ӗҫре эпӗ пурнӑҫ илемне куратӑп пулсан, чи пысӑк телей — мăшăрăм çумра тата пилӗк мӑнукăм пулни, — тет Мадина Нурулловна. — Турри сывлăх кăна патăрччӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев