Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнӑҫ илемӗ

Юбиляр

Этем пурнӑҫне юханшывпа танлаштараҫҫӗ. Унӑн тӗрлӗ тапхăрӗ пулать. Сапăр кăна, тикӗссӗн хăй мелӗпе юхнă тата хумӗсемпе шурӑ парӑслӑ карапсене пӗтӗркелесе, тӗпсӗр авăра илсе кӗнӗ вăхăчӗ те...

Ҫынпа та ҫаплах. Кашниех пурнӑҫне хӑй йӗркелет, тăрăшулăхӗпе хăйӗн юратнă ӗçне пуçăнать. Кирек мӗнле кӑткӑс самантсенче те вӑл, ăс-хакăл вӑйӗ ҫине таянса, ҫирӗп утӑмсемпе малалла утать. 
Хăйӗн пурнăçне медицинăна халалласа, 40 ҫула яхӑн райоти тӗп больницăн терапи уйрӑмӗнче ӗçленӗ Рамиля Рафаиловна Мушапована та 60 ҫул пулать.

«Вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртрӗ — 60 ҫул 60 кун пек иртрӗ те кайрӗ. Тавах Турра, ӗҫре те, ҫемьере те пурте лайӑх пулчӗ, йӑха малалла тӑснӑ май, ӑслӑ та тирпейлӗ ачасем пăхса ӳстертӗмӗр. Район çыннисем сывлӑхлӑ пулччӑр тесе нумай ҫул тӑрӑшрӑм. Турри кунӗсене парсан, пурăнасчӗ-ха. Пурнӑҫ питӗ лайӑх вӗт, питӗ кӑмӑллӑ», — тет Рамиля Рафаиловна.

Вӑл Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем паллӑ вӗрентекенсем пулнӑ пулин те, Рамиля мӗн пӗчӗкренех шурӑ халатлă медицина сестри пулма ӗмӗтленет. Тен, ăна аслашшӗнчен Халимран та этеме сиплес пахалӑхсем куҫнӑ. Унăн аслашшӗ ҫинчен пысӑк кӗнеке ҫырма пулать. Районтан кӑна мар, хула тулашӗнче пурӑнакансем те ун патне сипленме пынӑ, ҫӗрӗпех хӑйсен черетне кӗтсе ларнӑ.

«Аттен Вӑтам Азире пурӑнакан Халик ятлӑ тетӗшӗ пурччӗ. Эпӗ пӗчӗк чухне вӑл чӑн е шӳтлесе: „Эпӗ Сана Азие илсе каятӑп, унта эсӗ медсестра пулма вӗренӗн“, — тесе калани ман пуҫра юлнă пулас. Саккӑрмӗш класс хыҫҫӑн Пӑвари медицина училищине вӗренме кайрӑм», — тесе калаçрӗ Рамиля Рафаиловна. 

Унӑн хушамачӗ лайӑх вӗренекенсен списокӗнче пулать. 1984 ҫулта диплом илнӗ ҫамрӑк специалист районти тӗп больницăра медицина сестри пулса ӗҫлеме пуҫлать. Çавăнтах ӑна донортан юн илсе, чирлӗ ҫыннăн венине яма палăртаççӗ. Рамиля, ҫамрӑк пулин те, чи яваплă та кӑткӑс процедурӑна шанчӑклӑн пурнӑҫлать. 1987 ҫулта ӑна терапи уйрӑмне куҫараççӗ.

«Пирӗн 40 ҫула яхӑн пӗрле ӗҫлеме тиврӗ. Чӑтӑмлӑх, яваплăх, тирпейлӗх, сисӗмлӗх, тимлӗх — Рамиля Рафаиловнан тӗп пахалӑхӗсем. Вӑл яланах чирлисемпе юнашар пулчӗ», — тесе каласа парать терапи уйрӑмӗн заведующийӗ, ТР тава тивӗҫлӗ врачӗ Ильгизар Хуснутдинов. Ҫемье архивӗнче пухăннă Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те унăн ӗҫ-хӗлӗ ăмсанмалăх пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫапла, чирлӗ ҫын ӳпкелешнине итлеме, унӑн хуйхине ӑнланма, унăн халне кӗме чун хавалӗ те кирлӗ. Йывӑр лару-тӑрура вара тӗрӗс решени йышӑнма, яваплăха хăвăн ҫине илме вӑй, шалти ҫирӗплӗх кирлӗ. 

Мӑшӑрӗшӗн Ильдусшăн та вӑл сапăр, ӗҫчен хӗрарӑм пулсан, Ильнурӗшӗн, Ильнарӗшӗн, Ленарӗшӗн тата Рузиляшăн хаклӑ амӑшӗ. Вӗсем ашшӗпе амӑшӗнчен тӗрӗс воспитани илчӗç, аслӑ шкултан вӗренсе тухрӗç, ҫемье ҫавӑрса, ҫичӗ мӑнук парнелерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев