Пурнӑҫ çăмхине сӳте-сӳте
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Рашида Кадыровна Зяббарова 90 ҫулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ.
Хисеплӗ ветерана сумлă юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова саламлама килнӗччӗ.
Рашида Кадыровна 1935 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере сакӑр ача ӳснӗ. Паянхи кун пӗр тӑвансенчен иккӗн — шăллӗпе ҫеҫ юлнă.
Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн Рашида 6 ҫулта çеç пулнӑ. Йывӑрлӑхсене, ҫав шутра выҫлӑха та, хӗрачан нумай тӳссе ирттерме тӳрӗ килет. Колхозăн уй-хирӗнче утӑ салатни, ҫум ҫумлани, чӗкӗнтӗр анинене ӗçе кӗртни — ачасем, çулӗ çитмен хӗрача пурнăçланă ӗçсем.
Çамрăк хӗр шкул хыҫҫӑнах типографире ӗҫлеме пуҫлать. Ун чухне Кивӗ Шемӗршел ялӗ Буденновский районӗн центрӗ пулать. Ҫавӑнпа кунта типографипе редакци те ӗҫленӗ. Рашида аппа хаҫата, пӗр саспалли хыҫҫӑн теприне пухса, мӗнле пичетленине те аса илчӗ. Кунта вӑл 5 ҫул ҫеҫ ӗçлесе юлма ӗлкӗрет — Буденновский районне пӗтереççӗ. Унтан Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи больницăна санитарка пулса ӗçе вырнаҫать. Унта пенсие тухичченех ӗҫлет.
— Больницӑра 75 койка-вырӑн пурччӗ. Питӗ лайӑх врачсемпе медицина сестрисем ӗҫлерӗç. Чирлисем районти тӗрлӗ ялсенчен килетчӗç. Больница кашни 10 кунрах чирлисем валли мунча хатӗрлетчӗ, эпир вӗсене унта илсе каяттӑмӑр, ҫӑвăнтараттӑмӑр, каялла палатăсене илсе килеттӗмӗр, — тесе аса илчӗ Рашида аппа.
1955 ҫулта Рашида аппа пӗр ял ҫыннине Анвара качча тухать. Тӑватӑ ача çуратса ӳстереççӗ вӗсем. Шел пулин те, унӑн ачисенчен пӗри — Вагиз ывӑлӗ, вилнӗ, Рамиль вара питӗ инҫетре — Израильре пурӑнать.
Паян Рашида аппан 7 мӑнукпа 13 кӗçӗн мӑнук пур, хăй вара — ывӑлӗ Равиль тата кинӗ Гульнара çумӗнче.
Ялти ватă кинемейӗн уявне юбилей ячӗпе саламлама ачисем, мăнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ, амăшне, асламăшн тав турӗҫ, сывлӑх, телей сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев