Пурччӗ çавăн пек врач
Хыпарсем

Пурччӗ çавăн пек врач

Ырӑ ҫын хыççăн ырă ят юлӗ. Чи хакли вара – ăрăва малалла тăсакан ача юлни...

Халӑхăн чун-чӗрине, пӗлӳллӗ, ырă кăмăллă çын пулнă май кӗрсе юлнă врач пур. Ӑна паян та «Пӗрре пăхса илет, çавăнтах  диагноза лартать, йăнăшмасть, пӗлсе сиплетчӗ» тесе аса илеççӗ. Ҫак йӗркесене вуланӑ май куç умне вăрăм кăна пӳ-силлӗ, тӗм хура çӳçлӗ, хăйне килӗшсе тăракан куçлăх тăхăннă шурă халатлă врач Шаукат Джаудатович Якупов килсе тухать. Ҫапла, кӗске кăна ӗмӗрӗнче нумай ырӑ ӗҫсем тума ӗлкӗрнӗ çын çав вăл. Ырă ӗçсем тăвасси те унăн йăх-несӗлӗнченех килет – ӗмӗрне Çӗпрел районӗнчи ҫынсен сывлӑхӗшӗн тăрăшассишӗн, чи йывăр çулсенче район больницине ертсе пынӑ Джаудат, врачсен династийӗн ывăлӗ вӗт вăл!

Шаукат Джаудатовичăн çурални çинчен калакан свидетельстви çине Аслă Хураката ялӗнче çуралнă тесе çырнă. Ун хыççăнхи пурнăçӗ –  вӑтам пӗлӳ илнӗ, каччă пулса çитӗннӗ, ҫемье ҫавӑрса ачасем ӳстернӗ çулсем Кивӗ Ҫӗпрел ялне тӳрӗ килеççӗ. Çемйинче  мӗн курать, малашне çавăн пек пулӗ, – теҫҫӗ. Врачсен ҫемйинче çуралса ӳснӗ каччăн вуннӑмӗш класа пӗтернӗ хыҫҫӑн шухăшӗ çапла çирӗп пулать – вӑл та ҫынсене сыватӗ! Ҫак ӗмӗте пурнӑҫлассишӗн Хусанти медицина институтне каять вăл. Вӗренӳ çулӗсенче хăйне мӗнпур енчен те  тăрăшуллă кăтартнă Шауката аслă вӗренӳ çуртне пӗтерсен Набережные Челны хулине ӗҫе яраҫҫӗ. Анчах хула пурнӑҫӗ ӑна килӗшмест. Çав тапхăрта ӗнтӗ вӗсем  Кивӗ Чукал ял хӗрӗпе Джаухарияпа çемье çавăрнă пулнă, унтан каялла тăван енне таврăнса ӗçе вырнаçаççӗ. Пӗри Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулне – вӗрентекен, иккӗмӗшӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи тӗп больницăна врач-терапевт пулса.

Упири участок больницин тӗп врачӗ, район больницинче терапевт, фтизиатр, нумай çулсем тӗп врач çумӗн должноçне те пурнӑҫларӗ Шаукат Джаудатович. Ӗҫленӗ хушӑра ун патне медицина пулӑшӑвӗ, канашсем  ыйтса килекенсем нумай пулаççӗ. Апла кăна та мар, врач тивӗçлӗ канăва тухсан та, килӗнчен çын татăлмасть. Çынна итлеме пӗлет, нихӑҫан та никама та хирӗҫлемест вăл.

Хисеплӗ врачăн ҫемйинче икӗ ача: пӗр хӗр тата пӗр ывăл ӳсет. Сывă пулнă пулсан вăл 12 мӑнукӗпе вӗсен савăнăçӗпе савăннă пулӗччӗ. Пурăннă пулсан июлӗн 18-мӗшӗнче вӑл 65 ҫул тултарнине палӑртнă пулӗччӗ... Чи тӗлӗнмелли   – шӑп çуралнă кунӗнче ăна юлашки çула ăсатни.

Статьяна ахальтен кăна «Ыр çын хыççăн ыр ят юлать тата ăрăва малалла тăсакан ачасем юлни...» тесе пуçласа ямарăм. Яков якупов вара çаксене хӑварма пултарнӑ хисеплӗ çын. Хальхи вӑхӑтра унӑн ачисем, мӑнукӗсем, мăшăрӗ тӗне хисеплесе пурăнаççӗ. Ывăлӗ Марат  ашшӗне чысласа, унăн ырă ӗçӗсем малалла тăсăлччăр тесе «Шаукат Якупов ячӗллӗ медицина центрне» уҫма ӗмӗтленет. Çак центрта район ҫыннисене медицина пулӑшӑвӗ кăтартӗç. Халăх врачӗ, текен ята  тивӗçлипе çӗнсе илнӗ Шаукат Джаудатовичăн  ырă ӗçӗ çапла малалла тăсăлӗ.


Нет комментариев