Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурăнас вӑй шанчӑк парать йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ чухне

Ыркăмăллăх

 

Ҫӗпрел районӗнче «Пуласлӑха çул – майӗсем чикӗленнӗ ачасене пулӑшасси» текен куçса çӳрекен мероприяти иртрӗ. Мероприятие «Тутарстан – Яна гасыр» республикӑри общество юхӑмӗ йӗркелерӗ.

Хусантан килнӗ специалистсене Ҫӗпрел районӗнчи ачасен искусство шкулӗнче вӗренекенсем кӗтсе илчӗç.

– «Тутарстан – Яна гасыр» республикӑри общество юхӑмӗ 24 ҫул ӗнтӗ хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне илсе пырать, обществӑри социаллӑ ыйтусене ытларах тимлет. Паллах, ҫак тӗнчере кашни ҫын хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫуралать, хăйне евӗрлӗ ачасенче ҫутҫанталӑкпа парăннă талант сахал мар пулма пултарать, анчах вӗсене курма çеç пӗлмелле. Вӗсем курма пӗлни кăна та сахал, вӗсене аталантармалла. Ҫак задачӑна кашниех татса пама пултараймасть. Ку енӗпе уйрӑм ӗҫ  илсе пырăнать. «Малашлӑх çулӗ» проект шӑпах вӗсене шута илет. Проект хевтесӗр ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫланать. Ашшӗ-амӑшӗсем ӗмӗрлӗхе мар,  çавăнпа та хăйне евӗрлӗ ачасен хӑйсемшӗн пурнăç илсе пыма ӗçе вӗренме тивӗçлӗ. Шанӑҫа ҫухатма юрамасть, кашни ачара, унăн ашшӗ-амӑшӗнче ӗмӗт пурăнсанччӗ, – терӗ «Тутарстан – Яна гасыр» республикӑри обществăлла  юхӑмăн Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Алсу Тарханова.

Алсу Абдрахмановна ку енӗпе Хусанти ачасен 18-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗсем лайăх ӗҫленине палӑртса иртрӗ. Унта педагогсен майӗсем чикӗленнӗ ачасемпе ӗçлес енӗпе опычӗ пысӑк, хевтесӗр ачасене музыкӑна вӗрентмелли методикăна та туса хатӗрленӗ иккен.

Мероприятире хутшӑнакансем ҫавӑн пекех Хусанти Назип Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн студенчӗсемпе тата Хусанти 18-мӗш номерлӗ ачасен музыка шкулӗнчи хăйне евӗрлӗ ачасен выступленийӗсене те курма пултарчӗç. Майӗсем чикӗленнӗ ачасем музыкăна, юрра питӗ пултаруллӑ пулни куракансене ăмсантарчӗ.

Унтан Хусанти специалистсем ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли мастер-классем ирттерчӗç.  Унсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшӗсем ятарлӑ центрсенче реабилитаци мероприятийӗсем тата тӗрлӗ финанс пулӑшӑвӗ ҫинчен пӗлчӗç.

Хутшӑнакансем йӗркелӳçӗсене тав турӗç.

– Кун пек мероприятисене хутшӑнни шанӑҫ кӳрет. Çак пурнӑҫра пӗччен пулманнине ӑнланатӑн, пулӑшас текенсем пур. Питӗ усӑллӑ, кирлӗлӗхлӗ проект, нумай информаци илтӗмӗр эпир, тавтапуҫ, – тесе палӑртрӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Гузель Насретдинова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев