Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурăн, чечеклен, Çӗпрелӗм!

Çӗпрел районӗ йӗркеленнине 90 çул çитнине палăртас енӗпе ирттернӗ каçра Тӑван чӗлхепе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне старт пачӗç, район энциклопедийӗпе паллаштарасси пулчӗ

Районти Культура çуртӗнче тăван енӗн историне, халăхăн йӑлине, культурине тата наци еткерлӗхне çутатнă савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Энциклопеди пулса кайни

Уяв ирттерессинче, тӗ-рӗссипе каласан, «Ҫӗпрел энциклопедийӗ» кӗнеке пичетленсе тухни сăлтав пулчӗ. Кӗнекесем валли даннӑйсене пухасси, вӗсене ӗçе кӗртесси, калăпласси тата пичетлесе кăларасси 7 ҫула  яхăн тăсăлчӗ.  Унăн авторӗ – районти легендарлă çын Иршат Закиров. Каҫра энциклопеди авторне тав сӑмахӗсем нумай пулчӗç. Иршат Заирович хӑй те сăмах илсе, энциклопеди тӑвас ӗҫ – ăслăлăх шайӗнчи пысӑк ӗҫ пулнине палӑртса иртрӗ,  ӑна «Ыркăмăллăхпа асӑну» кӗнеки терӗ. Вӑл район ҫыннисемпе пӗрле тунӑ ӗҫ нумай енлӗ пулнине çирӗплетрӗ.

– Ҫӗпрел энциклопедине тӑвас енӗпе инициатор –  Александр Шадриков (2013-2018 ҫулсенче – вăл Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ, паянхи кун ТР экологи министрӗ). Пичете хатӗрлес ӗç 2018 ҫултан Çӗпрел район пуçлăхӗ пулма палăртнă Марат Гафаровпа малалла тăсăлчӗ. Кӗнеке валли информаци пухма ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленчӗ. Материалсем хатӗрлес ӗҫре ученӑйсем, профессорсем Гумар Сабирзянов, ентешӗмӗр Иршад Гафаров, вырӑнти историе вӗренекенсем: Владимир Ярухин, Валентин Макаров тата ыттисем те пысӑк тӳпе хыврӗҫ.

Энциклопедире 3000 ытла статья пур. Кӑларӑмăн тиражӗ 1000 экземпляр, – терӗ вăл.

– Çак кӗнеке – хӑйне евӗрлӗ пуянлăх. Вăл халăхăмăр, район пуçланса кайни   тата аталанăвӗ çинченхи истори даннăйӗсене, пулăмсене, ҫутҫанталӑкне, паллă вырӑнсене çутатнă статьясен изданийӗ. Пулас ӑрусемшӗн те хаклӑ мул, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кӗнекене хакланӑ май. Пӗрремӗш экземплярсене районăн унчченхи ертӳҫисене парнелерӗ.

Тӑван чӗлхепе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ

Тутарстан Республикинче Тӑван чӗлхепе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ Ҫӗпрел районӗнче те уçăлчӗ тесе пӗлтерчӗç. Ҫавна май районта 16 наци представителӗ пурăннине çирӗплетрӗç. Вӗсем хӑйсен наци костюмӗсемпе тата наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑнасене тӳрех фойере кӗтсе илчӗç. Дискозалта район халӑхӗн пӗрлӗхӗ, пӗрле ӗçлени, район аталанăвне мӗнле ӗçсем хывни ҫинчен калакан курав хатӗрленӗччӗ. Ҫавӑн пекех тата кинофильм сӗнчӗç.  Пултарулӑх артисчӗсем хăйсен юррисемпе ташшисене тутарла, вырӑсла, чӑвашла пурнăçларӗç.

Çӗршыв историйӗнче 90 çуллăх йӗрӗмӗр  пур

Мероприяти Ҫӗпрел районӗн аталанăвӗшӗн тӗрлӗ çулсенче хастар ӗçленӗ темиҫе ӑру ертӳҫисен, çавăн пекех хăйсен кӗçӗн Тӑван ҫӗршывӗн таланчӗсен, ӗçӗсемпе палăрнă ентешӗмӗрсен, район çыннисен тӗл пулмалли вырӑна çаврăнчӗ.

Уяв пуҫланас умӗн хӑнасем Çар тата Ӗҫ Мухтавӗн монуменчӗ умӗнчи Ӗмӗрлӗх вут патне чечексем хучӗç, Тӑван çӗршывӑн  Аслă вӑрҫинче вилнисене аса илчӗç.

Хăйӗн саламлă сăмахӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Ҫӗпрел районӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне, çаплах, хăрушсăрлăхпа тăнăçлăха çирӗплетес енӗпе ӗлӗкхи çулсенче хăйсенчен пай кӗртнӗ тата паянхи кун та ырми-канми ӗҫлекен çынсене тав тунине пӗлтерчӗ. Уява вара ветерансене – районпа пӗрле ӳснӗ,  аслă çулсенчи, паллӑ ҫынсене чӗннӗччӗ.

– Ҫӗпрел районӗ вӑл –16 паттăрăн, нумай обществӑпа культура ӗҫченӗсен, артистсен, республика, çӗршыв шайӗнче палăрнă политика, патшалӑх деятелӗсен, спортсменсен, поэтсен тата ытти нумай чаплӑ, хисепе тивӗçлӗ ҫынсен кӗçӗн Тӑван çӗршывӗ. Эпир ҫак районта пурӑннипе мăнаçланатпӑр. Пирӗн тӗп тӗллевӗмӗр – культурӑна, чӗлхене, историе  упраса хӑварасси тата ҫав хаклăхсене ӑруран ӑрӑва куçарса пырасси. Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров. Тӗрӗссипе каласан, «Эпӗ Ҫӗпрел çынни пулнишӗн мăнаçланатăп», тесе тухса калаçакансем нумай пулчӗç каçра.

Тӗрлӗ çулсенче района ертсе пынă ертӳçӗсем: Сагадатулла Тухбатуллин, Шаукат Ахмадишин, Ансаф Ракипов, Джавдет Гафуров, Тимур Нагуманов ӗлӗкхи ҫулсенче район мӗнле пулни ҫинчен, унӑн чи пысӑк пуянлӑхӗ – ӗҫчен ҫынсем пулни, хӑйӗн шӑпинче район мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен калаҫрӗç. «Хӑйӗн орбитине пӗрре туртса кӗнӗ çынна вӗçертмест Çӗпрел», – терӗ Тимур Нагуманов. – Ҫавӑн пек вырăн, çавăн пек халӑх ӗнтӗ  кунта – хӑйӗн патне туртать, хӑйӗн тӑвать».

Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа шăратса кăларнă юбилей медалӗсен пӗрремӗш кавалерӗсем те вӗсемех, ӗлӗкхи район ертӳҫисем пулса тӑчӗҫ. Мероприятире хăйсен тӑван енне, ҫавӑн пекех кунта пурӑнакан ҫынсене, саламласа паллӑ ҫынсем, ентешӗмӗрсем: «ТР Муниципаллă пӗрлӗхӗсен Совечӗ» Ассоциаци ертӳçи  Агзам Губайдуллин, «Тус» обществӑн генеральнӑй директорӗ, Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Раççей Геройӗ Газинур Хайруллин, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Иршат Минкин,  «Карсар» компанийӗн ертӳçи Альфред Шигабутдинов, Раҫҫей тата Тутарстанăн халӑх артисчӗ Ринат Тазетдинов, Атăл тăрăхӗнчи  федераллă университетăн Филологи тата культура институчӗн директорӗ Радиф Замалтдинов, Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллин тухса калаçрӗç

Сцена ҫине, çаплах, районта пурнăç тăршшӗпе вӑй хунă тата паянхи кун та ӗҫлекен ҫынсене: «Цильна» обществӑн директорне Барис Гафурова, хресчен-фермер пуçлăхне Равиль Бикчурова, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Виталий Землемерова та сцена çине чӗнсе кăларчӗç. Вӗсем тухса калаçнисенче тӑван ене юратни палӑрса тӑчӗ.

– Районăн 90 ҫулхи юбилейне пушӑ алӑпа килмен эпир, – терӗ «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров. – Ҫулталӑкри таса тупӑш 120 миллион тенкӗ пулчӗ пирӗн. Республика, район бюджетне 37 миллион тенкӗ налук кăна тӳлерӗмӗр – çаксене пиртен парне тесе йышăнăр.

Уява эстрада, тава тивӗҫлӗ тата вырăнти артистсем: Андрей Думилин, Фирюза Сибгатуллина, Ильмир Низамов, Людмила Сердцева, Рустам Низамов, районти культура ӗçченӗсем сцена çине тухса, хăйсен юрри-ташшисемпе илем кӳчӗҫ.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев