Пултаруллă тракторист
Ял хуҫалӑхӗ хӑйӗн пултаруллă ӗҫченӗсемпе чапа тухать. Тури Хураката ялӗнчи Мукатдам Айсин ҫавӑн пеккисенчен пӗри, вӑл паян хăйӗн 75 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать.
Мукатдам пичче виçӗ ачи пулнă çемьере ҫуралать. Марс вӑтам шкулче 8 класс вӗренсе тухсан, Сингелей хулинче тракторист-шофер профессине алла илет. Ялта кăштах ӗçлесе илнӗ хыҫҫӑн, Тӑван çӗршыв умӗнчи хӑйӗн таса тивӗҫне пурнӑҫлама тухса каять. Унтан таврӑнсан комбайн ҫине ӗçлеме ларать, тырпула пухса кӗртнӗ ӗҫре хутшӑнать, тракторист пулса ӗҫлеме пуҫлать. Ун хыççăн «Сельхозхими» районти пӗрлешӳне ӗçлеме килет, Тутар Паснапуçӗнчи карьерта известь кӑларас енӗпе ӗҫе хутшӑнать. Вăл вăхăтра чи хăватлă трактор шутланнă «Т-170» трактора алла илет. Пенсие тухичченех, 28 ҫул карьерӑра вӑй хурать.
Ӗмӗр тӑршшӗпех тăрăшса ӗҫленӗ механизатор карьерăн тата район ертӳçисем хушшинче те палăрать, кашни ҫулах ăна Сабантуйăн тӗп лаптăкне чӗсе кăларса чыслаççӗ, «В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул» медальпе парнеленет. Ӗҫ ветеранӗ ята тивӗçлӗ пулать.
Мăшăрӗ Гульзиган та Анат Хураката ялӗн хӗрӗ. Вӑл та 16 ҫултан пуҫласа фермӑра ӗне сума пуҫланӑ, нумай ҫулсем хушши сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстернӗ.
Вӗсем 4 ачана пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Кашнинех вӗрентсе, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Ачисенчен виççӗшӗ Ульяновск хулинче тӗпленнӗ. Тӗп никӗсре вара ашшӗпе амăшӗ Ильмир ывӑлӗпе пурӑнаҫҫӗ.
Телейлӗ асламăшӗпе аслашшӗн 2 мӑнукӗ пур.
Мукатдам пиччене юбилей ячӗпе саламлама çывăх тăванӗсем, ветерансен район совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин, Марс ял тӑрӑхӗнчен Рафик Замалетдинов килччӗç. Вӗсем ӑна ветерансен советӗнчен, «Агрохимсервис» обществӑран, ял тӑрӑхӗнчен Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем, ТР Ял хуҫалӑх тата апат-çимӗç министерствин Тав ҫырӑвне пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев