Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пултаруллă çынсем пур çӗрте те хастар

Кашни ӗçе, пур çӗре те ӗлкӗрекен, вăхăтпа хисеплешмен çынсене – хастар, теççӗ. Çак статья та çавăн пек хастар, пултаруллă, ӗçчен çын çинчен.

Николай Андреев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ

Геннадий Николаевич Карсаков Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче, нумай ачаллӑ колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи 8 ҫул вӗренмелли шкула 1971 ҫулта вӗҫленӗ хыҫҫӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Кивӗ Улхаш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет, 1973 ҫулта вара Канашри педагогика училищине вӗренме кӗрет. Анчах та, 1974 ҫулта, çар службине кайма вăхăт çитет, Вильнюс хулинчи Сывлӑш-çар вӑйӗсен ретӗнче икӗ ҫул хӗсметре тăрать, таврӑнсан 1978 ҫулта училищӗне вӗçлет, пуҫламӑш классенче вӗрентекенӗн специальноҫне алла илет. Пӗр ҫул Кивӗ Чакăри  сакăр çул вӗренмелли шкулта вӗрентекен пулса ӗçлет, каярахпа Кивӗ Йӗлмел пуҫламӑш шкулăн заведующийӗ  тата учитель пулса ӗҫлет. Икӗ ҫул шкулсенче ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна Бауман ячӗллӗ колхоза ВЛКСМ комитечӗн секретарӗ пулма сӗнеççӗ.

Çав вăхăтрах Хусанти патшалӑх педагогика институтне куçăмсăр майпа ӑнӑҫлӑ вӗҫлет, историпе обществоведени учителӗн специальноҫне алла илет. Парти членӗ,  унӑн активлӑ ӗҫне шута илсе, 1984 ҫулта ăна КПСС Ҫӗпрел районӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн инструкторӗн должноҫне куçарнă. Геннадий Николаевич ӗҫленӗ тапхӑрта, икӗ ҫуллӑх курссенче вӗренсе, Тутарстанри парти обкомӗ ҫумӗнчи марксизмпа ленинизм университне куçăмсăр майпа вӗҫлет тата «Научный коммунизм» специальноҫпа иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илет. Геннадий Николаевич ҫак ӗҫре 3 ҫула яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ăна Бауман ячӗллӗ колхоза парти комитечӗн секретарӗ пулма куҫараççӗ. 1989 ҫулта вара Ҫурҫӗр Кавказри социаллӑ пурнӑҫпа политика институтне (Ростоври аслӑ парти шкулӗ пулнӑскер) икӗ ҫуллӑх курса вӗренме янӑ, унта вӗренсе «политолог» тата «журналист» специальноҫсемпе виҫҫӗмӗш аслӑ пӗлӳ илет.

1991 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа 1997 ҫулхи апрель уйӑхӗччен – Геннадий Карсаков Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче 1997 ҫулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа, 23 ҫул ытла, воспитани енӗпе директор çумӗн должноҫӗнче ӗҫлет, хальхи вӑхӑтра – тивӗҫлӗ канура.

Запасри аслӑ лейтенант тата шкулти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи пулнӑ май, шкул ачисене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнать. Вӑл ялти тата район шайӗнче те, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вăрçăпа ӗç ветеранӗсен  совечӗн ертӳçи пулнӑ май, культурӑпа спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Геннадий Николаевич йӗлтӗр, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, шахмат тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫамрӑксем хушшинче пропагандӑлать. Çавна май вӑл час-часах ветерансен хушшинчи йӗлтӗрпе, ҫӑмӑл атлетикӑпа, сӗтел çи теннисӗпе тата шахматпа районти ӑмӑртусенче темиҫе хут призер пулса тӑрать. Иртнӗ кӗркунне скандинави уттипе ҫӳрес енӗпе республикӑри ӑмӑртусене хутшӑннӑ май, ветерансен хушшинче иккӗмӗш тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнчӗ. Пушӑ вӑхӑтра музыкӑпа та вокалпа интересленет.

Геннадий Николаевич манăн аттене, Тутар АССР Верховнӑй Совечӗн депутатне, спорта тата çак спорт тӗсне юратнă Иван Андреева халалласа, ялта виçӗ хутчен районти шахмат турнирне хатӗрленес тата ирттерес тӗлӗшпе тӑтӑшах пулӑшакан тата канашҫӑ пулчӗ. Уйрӑмах ăна пула ҫак турнир йăлана кӗрсе юлчӗ. Вӑл районти «Тăван ен» тата республикӑри хаçатсен страницисенче çак спорт тӗсне тӑтӑшах ҫутатать. Ҫакӑншӑн эпӗ ӑна тав тӑватӑп.

Вӑл районти «Хелхем» тата «Йелме» ансамблӗсен членӗ, вӗсен йышӗнче Вӑл Тутарстан Республикин суверенитетне уявланӑ кун пӗрре мар хастар хутшӑннӑ тата Хусанта ирттерекен республикăри «Выля, хут купăс!» конкурсра, Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин Нурлат хулинчи «Уяв» юрӑ уявӗнче, 2016 çулта Крымри пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш уявӗнче, республикăри «Балкӑш» фестивальре, ҫавӑн пекех зонăри, район тата ялти культура мероприятийӗсенче хастар хутшăннă. Вӑл 2001 ҫултанпа журналистсен союзӗн тата 2013 ҫултанпа Тутарстан Республикин Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ. Район хаçачӗн штатра тӑман корреспонденчӗ пулнӑ май, Ҫӗпрел районӗнчи «Туган як», «Тăван ен», республикăра тухса тăракан «Сувар» тата Ульяновскри «Канаш» хаҫат страницисенче час-часах унăн статйисем пичетленеççӗ.

2001 çулта, творчество пултарулӑхне аталантарма нумай ҫул хушши хастар хутшӑннӑшӑн тата пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, шкулти краеведени музейӗн ертӳҫи пулнă май, шырав ӗҫӗн хастарлӑхӗшӗн, шкулти музейсен шырав-конкурсне хутшӑннӑшӑн тата ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн Тутарстан Республикин культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Ҫавӑн пекех «Хусана 1000 ҫул тата Ҫӗнтерӳ 60 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри çарпа патриотизм тата историпе таврапӗлӳ музейӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи» текен Ҫӗпрел районӗнчи çутӗç пайӗн Хисеп грамотипе чысланă. 2005 ҫулта Чӑваш Республикин «Хыпар» хаçачӗ тухма пуçланăранпа 100 çул çитнӗ май, «Сувар» хаҫат редакцийӗн Тав ҫырӑвне тивӗçнӗ.

Нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, Ҫӗпрел районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине хастарлӑн пропагандӑланӑшӑн спорт ветеранӗ чӑваш наци конгресӗн Дипломне, Ҫӗпрел районӗнчи ветерансен совечӗн Хисеп грамотине, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн культура пайӗн Грамотине, ялпа районăн спорт пурнӑҫӗн активлӑ пропагандисчӗ пулнӑ май, Тутарстан Республикинче физкультурӑпа спорта аталантарма тухӑҫлӑ тӳпе хывнăшăн 2010 ҫулта Тутарстан Республикинчи ҫамрӑксен, спорт тата туризм ӗҫӗсен Министерствин Тав ҫырӑвне тата нумай-нумай хисеп Грамотисене, Тав çырăвӗсене илме тивӗçлӗ пулнă.

Геннадий Николаевич тӗслӗхлӗ ҫемье хуçи те. Унӑн мӑшӑрӗ – Нина Витальевна хальхи вӑхӑтра шкулта библиотекарь пулса, хӗрӗ Марина Ульяновск хулинче бухгалтерта ӗҫлеççӗ, ывӑлӗ Вячеслав – автобус водителӗ. Мăнукӗсем:  Сергей улттӑмӗш класра вӗренет, Кира хальлӗхе ача садне çӳрет. Вӗсем пурте хăйсен тӑван килне час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ, хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев