Пултарулăхăн чикки çук
Ачасен тӗнчи
Анат Чакӑ вăтам шкулӗнче аталану уйрăмлăхӗсемпе палăрнă ачасем валли «Чикӗсӗр пултарулӑх» ятлă III муниципаллă фестивалне йӗркелесе ирттерчӗç.
Шкул фойинче ачасен ӳкерчӗкӗсемпе ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗччӗ. Фестивальте хутшӑнакансемпе хӑнасем çак куравпа тата шкулӑн музейӗпе паллашма пултарчӗҫ.
Фестивале «Талантсен планети» ачасен творчество çурчӗ йӗркеленӗччӗ. Çак уява ирттернӗ çӗрте вӗренӳ пайӗн, спорт шкулӗн, районти ачасен библиотекин, ҫавӑн пекех, «Созидание» тата «Форпост» ҫамрӑксен клубӗсен представителӗсем те хутшӑнчӗç. Мероприятие инклюзивлӑ пӗлӳ парас енӗпе ӗçлекен методист Ирина Борисова пуҫарнипе, виҫҫӗмӗш ҫул, ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал фестивале аталану уйрăмлăхӗсемпе палăрнă 10-18 ҫулсенчи 23 ача хутшӑнчӗ.
«Чикӗсӗр пултарулӑх» фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – сывлӑх енчен хавшакрах ачасене творчествăлла пурнӑҫа явӑҫтарма майсем туса парасси.
Фестивале пилӗк секцие пайларӗç: «Тӗлӗнмелле пир-авӑр» (секцие Светлана Пурлова ертсе пычӗ), «Ăста алӑсем» (Галина Кудряшова), «Асӑнмалӑх магнит» (Ангелина Бильдякова), «Хаваслӑ мечӗк» (Андрей Батанов) тата Лазертаг (Альберт Сулейманов).
Ачасене черетпе кашни секцире пулчӗç, вӗренчӗç.
Палӑртса хӑварас пулать, фестиваль программине ачасемшӗн питӗ интереслӗ йӗркеленӗччӗ. Ҫакӑн пек мероприятисене хутшӑнни вара ачасене хӑйсене хăйсем шанма, харпӑр хӑй ҫитӗнӗвӗсемпе обществӑра палăрма пулӑшать, ҫавӑн пекех, малашне те ҫӗнтерме стимул пулса тăрать.
Фестиваль вӗҫленнӗ май район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кашни ачана Диплом тата кӗнеке лавккинчен шкул хатӗрӗсем туянма сертификатсем пачӗ.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем супӑнь хӑмписем кӑларса вӑхӑта хаваслӑ ирттерчӗҫ, юмахри паттӑрсемпе пӗрле хаваспах сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Пӗрле пуçтарăнса кăнтăрлахи апатра пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев