Пултарулăх çулӗ çинче 10 ҫул!
«Яшьлек» («Çамрăклăх») халӑх ташӑпа хореографи коллективӗ 10 ҫултанпа куракансене хӑйӗн ташшисемпе савӑнтарать.
Ҫак ташӑ коллективне Ольга Ефремова йӗркелет. Хăй те вӗçсе каяс пек çăмăл кӗлеткеллӗ çак хӗрарăм кӳршӗ Шăмăршă районӗн Палтиел ялӗнче çуралнă. Ашшӗпе амӑшӗ – тава тивӗçлӗ вӗрентекенсем. Ольга та вӗсен çулне малалла тăсса, вӗрентекен профессине алла илнӗ.
Ташăпа интересленесси вара Шланка ялӗнчи вăтам шкула килсен пуçланать. Вӗренекенӗсемпе: Гулия Алимовапа, Гульназ Мухаметзяновапа, Лилия Шараевапа, Эльза Каримуллинапа, Назлыгуль Махмутовапа пӗрле пӗрремӗш ташшипе сцена çине тухаççӗ. Ку 2009 çулта пулать. Çакăнтан пуçланать ӗнтӗ Шланка ялӗн Культура çурчӗн, унтан районти Культура çурчӗн сценисем çинче ирттерекен тӗрлӗ мероприятисенче хутшăнасси... Кӳршӗри облаçсенчен те йыхравлама пуçлаççӗ акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Ефремова ертсе пыракан ташă ансамбльне. Пӗтӗмлетсе каласан, артист пурнăçӗ «магнит» пек хăй патне туртса, хăйӗн анлăшне çавăрса илсе кӗрсе каять.
Район центрӗ, Шланка, таврари ялсен халăхӗ вӗсен концерчӗсене кӗтсе тăма пуçлать – çапла вара ерипен халăх юратăвне, хисепне çӗнсе илеççӗ вӗсем. Тӗрлӗ концертсенче хутшăнса, «Халăх ташă коллективӗ» ята та тивӗçлӗ пулаççӗ. Репертуар та анлăланать: çӗнӗ, тӗрлӗ çулсенчи ташăçăсем килсе хутшăнаççӗ.
– Пӗрремӗш çирӗп утăм – Пӑва хулинче иртнӗ "Созвездие-Йолдызлык" республика конкурсӗн зонăри турӗ пулчӗ. Эпир çак фестивалӗн Дипломанчӗн ятне çӗнсе илтӗмӗр. Ульяновск облаҫӗнче тата Чӑваш Республикинче иртекен «Асамат кӗперӗ», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Эпир пӗрле», «Эйлен-бэйлэн», «Симбирские выкрутасы», «Тутарстан – тӑван ҫуртăмăр» пек тӗрлӗ конкурссенче хутшăнма пуçларăмăр. Кашнинчех пӗрер тӗрлӗ парнепе таврăнни пире хавхалантарчӗ, паллах, – тесе малтанхи çулсене аса илет Ольга Ефремова. - Ташша юратасси аннерен, юратнă вӗрентекенӗмрен, тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗнчен Роза Миниеваран та куçнă пулӗ тесе калама пултаратăп. Шкулта вӗреннӗ çулсенче «Азамат», ташă ансамбльне юратса çӳрерӗм. Каярахпа студент çулӗсем, çемьеллӗ пурнăç, ачасем çурални – ташша иккӗмӗш плана хăварчӗ. (Ольга Ефремова 4 ача амăшӗ). Шланка вăтам шкулне кайсан вара, çак ӗçе, чун-чӗрере яланах çӳренӗ ташлас туртăм, çакна ачасене те вӗрентес килчӗ. Манӑн вӗренекенӗмсем те питӗ хастарччӗ, мӗнле ташлама вӗрентмӗн ӗнтӗ вӗсене?!
Ташӑ кружокӗ ял ҫыннисене юрӑ-кӗвӗ, хавас ташăсем парнелекен коллектив кăна пулса юлмарӗ, каччăсемпе хӗрсемшӗн туслашу, курса калаçмалли вырăнӗ те халӗ. Нумай çамрăк аслă пӗлӳ илес тесе хуласене кайсан та, çак ташлас пултарулăхӗсенчен уйрăлмарӗç, тӗрлӗ творчество коллективӗсенче малалла хутшăнаççӗ. «Яшьлек» коллективра «ӳссе» çитӗннӗ, паянхи кун ӗçлекен, пӗлӳ илессине малалла тăсакан 44 яш-кӗрӗм пур.
– Вӗсемпе те çыхăнура тăратпăр, хӑш-пӗрисем ӗнтӗ хăйсен пурнăҫӗпе пурăнаççӗ, ачасем ӳстереҫҫӗ, эпӗ вӗсене чунтан тав тӑватӑп, – тет Ольга Владимировна.
2017 çулта Ольга Ефремова "Яшьлек" коллектива район центрне куçарать. Коллектив çӗнӗ составпа туллиленет. Тата та нумайрах ачасем, çамрăксем ташӑ вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренеççӗ, лайăх ӗмӗтсемпе пурӑнма пуçлаççӗ. Репертуар та тутар, пушкăрт, чăваш халӑх ташшисемсӗр пуҫне, ытти нацисен хореографи композицийӗсемпе туллиленет.
Юлашки икӗ ҫулта вара «Яшьлек», акă çапла, хăйӗн творчестви урлă халӑхсен культурине ҫамрӑк ӑрӑва еткер пулнă май парса хăварать, çамрăклăх хӗрӳллӗхне сӳнтермесӗр, тăрăшса малалла пултарулăхне аталантарать.
Юбилей каçӗнче
Районти Культура çуртӗнче «Яшьлек» коллективăн 10 çуллăхне халалланă концерт-представлени иртрӗ. Юбилей мероприятине, коллективăн выпускникӗсем, студентсем, юратнă кураканӗсем килнӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров сцена çине тухса, коллектив чӗлхемӗре, пирӗн йӑла-йӗркесене, историе упрас, культурăна юратма вӗрентес тӗлӗшпе пысӑк пай кӗртни ҫинчен каларӗ. Ольга Владимировна "тӑрӑшуллӑ специалист"тесе хакларӗ.
– Ӗмӗр анлӑшӗнче 10 ҫул – самант пек. Анчах çӗршер ачапа ӗҫлеме, вӗсен пултарулӑхне уҫассишӗн мӗн чухлӗ пӗлӳ, тӳсӗмлӗх тата вӑй хунă, – тесе район пуҫлӑхӗ коллектива Хисеп грамоти пачӗ, ăнăçусем сунчӗ.
Ансамблӗн ертӳçи Ольга Ефремова вара çӗнсе илнӗ ăнăçăвӗсем ашшӗ-амăшӗсен, ачасен пӗрлехи тăрăшуллăхӗ пулнине палăртса, ӗçӗ-хӗлӗнче пулăшу панисене, уйрăмах районти Культура çурчӗн ӗçченӗсене, ертӳçӗсене тав тунине пӗлтерчӗ.
Уяв каçӗ саламланисемпе, педагогăн ӗçӗ-хӗлне çутатнă видеосем, слайдсем тата, паллах, тӗрлӗ наци ташшисемпе ылмашăнса пычӗ.
Мероприяти пынă вăхăтра ташӑҫсен ашшӗ-амӑшӗсен, залра ларакансен шухӑшӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
Алсу Сабитова:
– Мӑнукăм кружока иккӗмӗш ҫул кăна ҫӳрет. Шпагат ларма, мостик тума вӗрентӗмӗр. Ташлама питӗ юратать. Сцена вӗсенче илемлӗхпе пӗрле хӑюллӑх туйăмне те аталантарать.
Гульфия Айзятова:
– Ташлакансене курма питӗ юрататӑп. Манӑн икӗ хӗр те ташӑ кружокне ҫӳретчӗҫ. Чӑн та, професси ташӑҫисем пулмарӗҫ. Ҫапах та эпӗ ташлама пӗлни хитре ҫӳреме, кӗлеткене яштака тытма вӗрентет тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн хӗрсене ташӑ ӑсталӑхне вӗрентнӗшӗн ӳкӗнместӗп.
Диля Мухаметшина:
– Ман шăллăмăн ачисем ҫак ташӑ кружокне çӳресе ташлама вӗренчӗç. Тӗрлӗ каҫсенче, уявсенче эпир вӗсен çăмăл ташшисене пăхатпӑр. Питӗ илемлӗ. Район центрӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ пӗр ялти ачасене пысӑк сцена ҫине кӑларнӑшӑн, искусство вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланма пулӑшнӑшӑн, паллах, Ольга Ефремована тав тăватпăр
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев