Пулӑмсемпе тулли пурнӑҫ çулӗ
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Равиль Сафиуллович Шакуровăн пурнӑҫӗ паха пулăмсемпе тулли.
Равиль Сафиуллович Кивӗ Сатуркка ялӗнче çуралса ӳсет. Унăн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑх çулӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене тата ҫӗршыва çӗнӗрен ура çине тăратнă ҫулсене тӳрӗ килеççӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑнах вӑл район сучӗн секретарӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать, унтан ҫар службине каять. Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗн штабӗнче службӑра тӑрать. Ҫартан таврӑнсан хăйӗн унчченхи ӗçне малалла тӑсать, район судӗнче тата 20 ҫула яхӑн вăй хурать. Унтан районти финанс уйрăмне контролер-ревизор пулса ӗҫлеме куҫать, тивӗçлӗ канăва та унтанах каять.
Равиль Сафиуллович хулана кайман. Яланах пулӑшу пама хатӗр ҫын пулнă май, ӗҫтешӗсемпе ентешӗсем хушшинче хисеп çӗнсе илет.
1965 ҫулта вӑл хӑйӗн пулас мăшăрӗпе Рокияпа паллашать. Акӑ ӗнтӗ вӗсем 59 ҫул (!) пӗрле. Виҫӗ ачине воспитани парса ӳстерсе, аслӑ пӗлӳ илме тата пурнӑҫ ҫулӗ çине тухма пулӑшнă. Шакуровсем паянхи кунра телейлӗ — вӗсем ывӑлӗпе Рамиспа тата кинӗпе Гульзиганпа пурӑнаҫҫӗ.
Тӑватӑ мӑнукпа икӗ кӗçӗн мӑнук пур.
Уявсемпе канмалли кунсенче вӗсен патне ачисем таврăнаççӗ, хӑнасем те чун ӑшшипе тулли ҫак тарават никӗсе кăмăлласах килеççӗ. Çуралнӑ кунӗнче те ҫавӑн пекех пулчӗ — Равиль Сафиулловича Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов тата районти ветерансен советӗнчен Рустем Хамидуллин ертсе пыракан ветерансен ушкӑнӗ килсе кайрӗç. Вӗсем юбиляра «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медаль, Тав ҫырӑвӗ, парнесем пачӗҫ.
Хисеплӗ ветерана ҫемье телейӗпе вӑрӑм кун-ҫул сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев