Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пулӑҫăсем ăмăртрӗç

Районта пӗрремӗш хут пулă тытас енӗпе ăмăрту иртрӗ. Алешкин-Саплӑк ялӗнчи «Туслăх» кӳлли хӗрринче иртнӗ çак ӑмӑртусенче 60тан ытла çын хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Мероприятие Сергей Хабибуллина халалласа ирттерчӗç

Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис   Сатдинов пулӑ тытма юратакансене саламласа, сывлӑх, лайăх кӑмӑл-туйăм, пулӑ тытма ӑнӑҫусем сунчӗ.  Йӗркелӳҫӗсемпе спонсорсене: уйрӑм предпринимательсене Ринат Бикмухамметовпа Виктор Маркова ҫак          çăмăл пулман сӗнӳсемшӗн тав турӗ.

Ӑмӑртусене тӗп судья Василий Битяков пулчӗ. Ӑмӑрту условийӗсем енӗпе, мӗнпур пулӑҫăсем кӳлӗ хӗррипе пӗр-пӗринчен 7 метр инçӗшӗнче вырнаҫма тивӗçлӗччӗ, пӗр пулӑ кăна тытмалли тетелпе ҫеҫ усӑ курма ирӗк пачӗç, пулӑсене çитерессишӗн 15 минут вăхăт парăнчӗ.

Пулӑҫăсем пулӑ тытнӑ хушăра, икӗ повар: Александр Кочеваровпа Андриян Артемьев «Ковчег» кафере хӑнасемпе хутшӑнакансемшӗн «Пулă шӳрпи» хатӗрлерӗç, сцена ҫине ялти пултарулăх ӗçченӗсем тухса юрларӗç, ачасемшӗн тӗрлӗ конкурссем ирттерчӗç. Чӑваш Республикин артисчӗсен юррисем те мӗнпур хăнасемшӗн пысăк парне пулчӗ.

Ӑмӑртусене 3 сехет вăхăт пачӗç, юлашкинчен 4 номинаци енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсем уçăмланчӗç.

«Чи ҫамрӑк пулӑҫӑ» номинацире 1 вырăна – Амелия Яфизова, 2 вырӑна – Риназ Волков, 3 вырӑна – Арсений Пришельцев тивӗçлӗ пулчӗç.

Реклама

«Тытнӑ пуллӑн пӗтӗмӗшле йывăрăшӗ» номинацире 1 вырӑна – Разиль Фатхуллин, 2 вырӑна – Василий Журавлев, 3 вырӑна – Николай Мутин илчӗç.

Пулла чи малтан тытакан Святослав Иноходцев пулчӗ. Ăна та парнелерӗç.

«Чи пысӑк пулӑ» номинацире 1 вырăна – Гадель Салихов, 2 вырӑна – Андрей Пляшев, 3 вырӑна – Дмитрий Бронский тивӗçрӗ.

«Аслă çулсенчи пулӑҫсем» тесе Николай Иванцовпа  Сергей Кочеварова, «Пулăçă-хӗрарӑмсем» пулнă май вара Надежда Кузнецовапа Зоя Нятюнована палăртрӗç.

Çӗнтерекенсене грамотӑсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев