Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пулас салтаксем ăмăртрĕç

Конкурс

Çĕнĕ Упи тĕп шкулĕнчи вăтам классенче вĕренекенсем П.В.Дементьев музейĕнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенӗн кунне халалланӑ «Салтаксем – хăюллă ачасем» конкурспа вӑйӑ программинче хутшăнчĕç.

Ачасем пире хӑйсен ӑсне, вӑйне, тӳсӗмлӗхне, дисциплинӑлӑхне, тавҫӑрулӑхне кăтартрӗç – арҫын кирек хӑш самантра та хӑйӗн Тӑван çӗршывне хӳтӗлеме тӑма пултаракан чӑн-чӑн салтак пулма тивĕçлĕ.

Малтан арçын ачасем командăсен ятне, командирне палăртрĕç, девизне кӑтартрӗҫ, унтан ҫар пĕлĕвĕн ыйтăвĕсенче тавҫӑруллӑ та ӑслӑ пулнине кӑтартса пачӗҫ. «Каҫӑ», «Шурлӑх урлӑ каҫ», «Разведчиксем», «Моряксем», «Паттӑр вӑй», «Çыхăнуçăсем», «Ворошилов стрелокӗ», «Çар апачӗ» конкурссенче тупӑшрĕç.

Вӑйӑ каната командăпа туртнипе вӗҫленчӗ. Юлашкинчен «42-мӗш бригада», «Упи Паттӑр» командӑран иртсе, ҫӗнтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев