Пуҫламӑш класра вӗренекенсем тӳлевсӗр апатланаççӗ
Районти мӗнпур шкулсенче те 1-4-мӗш классенче вӗренекенсене кунне пӗр хутчен, тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ
Пирӗн районта 29 пӗлӳ паракан учрежденире вара пуçламăш класра 768 вӗренекен пӗлӳ илет. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Владимир Путин хушăвӗпе килӗшӳллӗн, районти мӗнпур шкулсенче те 1-4-мӗш классенче вӗренекенсене пӗр хутчен тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтереççӗ.
Вӗренекенсене кунне пӗр хутчен тӳлевсӗр апатлантарасси 51 тенкӗ те 85 пуса тӳрӗ килет. Менюра ашлă яшка, ашлă пӑтă, какао е чей, компот, тӗрлӗ салатсем, улма-ҫырла кӗреҫҫӗ. Çаксемшӗн укçа-тенкӗпе патшалӑх тивӗçтерет. Çакăн çумне шкулсен хăйсен шкул çумӗнчи участокӗнче, пахчинче ӳстернӗ тухăçран тунӑ ҫимӗҫсемпе те усă кураççӗ. Шкул пахчисенче хӑяр, помидор, сухан, ҫӗрулми, кишӗр, купӑста тата апат чӗкӗнтӗрӗ пек пахчаçимӗç ӳсет. Улма-ҫырла пуҫтарса варени тăваççӗ, компот хатӗрлеҫҫӗ, хӑяр-помидор, купӑста тӑварлаҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗçе кӗртсе, вӗренекенсемшӗн апат пулать.
Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем кунӗпе тенӗ пекех шкулта пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вăрăмлатнă кун ушкӑнӗнчи ачасене икӗ хут çитереççӗ. Пӗрремӗш апатлану 51 тенкӗ те 85 пус шутӗнчен пулсан, иккӗмӗш апатланăва 4 тенкӗ те 72 пус шутӗнчен хатӗрлеççӗ. Хальхинче менюра ачасене пӑтӑ, чей, ҫӑкӑр параҫҫӗ тата, паллă ӗнтӗ, хушса шкул ҫумӗнчи участокра ӳстернӗ пахчаçимӗçсенчен хатӗрленипе усӑ кураҫҫӗ.
–Вӗренекенсем столовӑйра графикпа килӗшӳллӗн ҫиеҫҫӗ. Вӗсене сӗтелсем хушшине паллă пӗр дистанцие сыхласа лартаҫҫӗ. Урӑхла каласан, «Роспотребнадзор»ăн мӗнпур требованийӗсене те пурнăçлаççӗ. Кашни шкулта пахалӑх комиссийӗ ӗҫлет.
Шкулсенче, столовӑйсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене те уҫҫӑн пурнăçлаҫҫӗ: кашни класс уйрăммăн, палӑртнӑ вӑхӑтра çиет, столовӑйне кӗнӗ вырăнсенче, туалета дезинфекци средствисене вырнаҫтарнӑ. Алӑсене саптаракан дезинфекци средствисене алăпа тивмесӗр, чавса пулăшăвӗпе пусса кăларакан дозаторсем ҫине янă. Мӗнпур шкулсене те контактсӑр термометрсемпе тивӗçтернӗ. «Роспотребнадзор»ăн мӗнпур требованийӗсене пурнăçланă çӗрте, район пуçлăхӗн Марат Гафаровăн пулăшăвне туйрăмăр, – тет районти çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов.
Вӗренекенсен рационне кӗртме тивӗçлӗ продуктсене тендера хураççӗ. Ӑна выляса илнӗ предпринимательсемпе килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Паянхи кун районти шкулсенчи столовӑйсене Л.Р. Давлетшина, «Ибриз», «Торговый дом Ягодная слобода», А.Б.Каймаков, «Гарант продукт+», Зеленодольскри сӗте ӗçе кӗртекен комбинат», С.М.Орлов пек предпринимательсем тата организацисем апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Çăкăра районти «Хлебозавод»ран илсе килеççӗ.
– Поварсем хатӗр апатсен списокне тӗрлӗлентерме тăрăшаҫҫӗ. Пахалӑх ыйтӑвӗ яланах тӗп тимлӗхре пирӗн, графикпа шкулсене тухса, тишкерӳсем ирттеретпӗр, – тет ертӳçӗ. – Ҫаплах ашшӗ-амӑшӗсем те, кирек хӑш вӑхӑтра та шкула килсе, ачасем валли пӗçернӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхма пултараҫҫӗ.
Вӗренекенӗн ӗçе пултарулăхӗ, кӑмӑлӗ тата сывлӑхӗ вӑл мӗнле апатланнипе те çыхăннă. Пирӗн шкулсенче вара ҫакна ӑнланса ӗçлеҫҫӗ тесе калас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев