Пуçламăш классен эрни
Кун пек эрнесем ачасене хавхалантараççӗ, çитӗнӳсем тума хистеççӗ Шкул пурнăçӗ
Татьяна Иванова, Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗн вӗрентекенӗ
Иртнӗ эрнере пирӗн шкулта пуçламăш классен эрни иртрӗ. Вăл маларах йӗркеленӗ планпа пăхăннă май пычӗ.
Пуçламăш класра вӗренекен ачасем çак эрнере иртекен мероприятисенче интересленсе хутшăнчӗç. Вӗрентекенсем вара кашни мероприятие тимлӗх парса хатӗрленчӗç.
Эрне ирттермелли плана ӳкерчӗксен куравне, викторинăсемпе савӑнӑҫлӑ эстафетӑсене, ӑс-хакӑл вӑййине, конкурссене, «Сывă пул, букварь. Азбукӑпа сывпуллашу» уявне, кроссвордсемпе ребуссен тупсӑмне тупассине кӗртнӗччӗ.
Ачасене вӗренӳре интересленекен çитӗнӳсем те часах пулӗç, теççӗ пирӗн шкулăн вӗрентекенӗсем. Çакна асра тытса вӗрентекенсем кашни мероприятие тимлӗх хурса хатӗрленчӗç.
Чылай эрнене тăсăлчӗ çак уяв. Ачасен наука çулçӳревӗ пуçланчӗ: математика, экологи, физкультура, чӗлхепе литература науки. Кашни мероприятире ачасем хайсен пӗлӗвӗсене, пултарулăхне, иккӗн тата ушкăнпа ӗçлеме, пӗр-пӗрне итлеме пӗлнине кăтартрӗç. Тăхтавсенче кроссвордсем, ребуссем, тупмалли юмахсемпе логика задачисене шутларӗç. Çӗннине те нумай пӗлчӗç.
Галина Кудрявцева «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» ятпа ирттернӗ экологи ваййинче вӗренекенсем вӗçен кайăксем çутçанталăка усă пани çинчен çӗннине нумай пӗлчӗç. Ачасем килӗсенче туса килнӗ шăнкăрч йăвисене кăтартрӗç, ыттисене те çак ӗçе тума сӗнчӗç.
Сикесси, чупасси, вăй виçесси кашни ачана уйрăмах савăнтарать. Т. Гаврилова йӗркеленӗ «Весёлые старты» ачасене питӗ килӗшрӗ. Пӗтӗм вăйран вӗсем малти вырăна илме тăрăшрӗç. «Ракета» команда мала тухса, çӗнтерчӗ.
Н. А. Гаврилова ирттернӗ математика КВНӗ вара вӗренекенсене шухӑшлама тата ыйтусен тӗрӗс варианчӗсене тупма, логика тӗлӗшӗнчен шухӑшлама пулӑшрӗ.
Уява ашшӗпе амăшӗ килессе ача уйрăмах кӗтет. Литературăпа чӗлхе кунне Т. В. Иванова ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене пӗрле хутшăнтарса, «Чӗлхе пӗлӳçи» викторина ирттерчӗ. Ашшӗ-амăшӗ умӗнче тӗрӗс хуравлас тесе ачасем пӗтӗм вайран тăрăшрӗç. Викторина пӗтӗмлетӗвӗпе туслăх çӗнтерчӗ.
Н. А. Гаврилова пӗрремӗш класра вӗренекенсен ашшӗ-амашӗсене «Букварьпа сывпуллашу» уявне чӗнчӗ. Шăпăрлансем вуласа, сăвă каласа, юрласа ташласа кăтартрăç. Уявра пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем юмах кăтартса пачӗç. Шкул директорӗ М. В. Аръяхова пӗрремӗш класра вӗренекенсене саламларӗ, букварь кӗнекине вуласа пӗтернӗ ятпа удостоверенисем пачӗ. Ачасем палӑртнӑ пур мероприятие те хастар хутшӑнчӗҫ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе кӑмӑллӑ пулчӗҫ.
Пуçламăш классен эрни вӗçӗнче çак хушăра тӗрлӗ конкурссенче çӗнтернӗ ачасене грамотăсем парса чысларӗç.
Пуҫламӑш классен эрни пултарулӑх атмосферинче, пӗрлӗхре иртрӗ, пуҫламӑш классен ӗҫӗн пысӑк тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ. Кун пек эрнесем ачасене хавхалантараççӗ, çитӗнӳсем тума хистеççӗ. Уйрăмах ачасен ашшӗ-амăшӗсене шкулти меро-приятисене хутшăннăшăн тав сăмахӗ калас килет. Вӗрентекенсене малалла тухăçла ӗçлеме тата ăнăçу сунатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев