Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сан ятупа, вӗрентекен…

Оксана Журавлева, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗ

Вӗрентекен – пуриншӗн те таса сӑмах, ун хыҫӗнче ҫӗнтерӳ те, пӗрремӗш ҫитӗнӳ те. Уҫӑ кӑмӑл тата пӗлӳ пуянлӑхӗ.

«Пӗлӳрен вӑйлӑрах вӑй ҫук: пӗлӳпе хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫын ҫӗнтерейми...» Вӗрентекен профессийӗ пур саманара та хисеплӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах йывӑр та тӳсӗмлӗх ыйтакан ӗç пулнӑ. Вӗрентекенсем хӑйсен çирӗплӗхӗпе тата пӗлӗвӗпе вӗренекенсене хӑйсен пӗлӗвӗсене, вӑй-халне, опытне параççӗ, ҫав хушӑрах пысӑк талант кӑтартаҫҫӗ. Вӗрентекен ҫинчен питӗ тӗрӗс те тӳрӗ ҫырнӑ паллӑ писатель С.Л.Соловейчик: «Вӑл артист, анчах ӑна итлекенсемпе куракансем алӑ ҫупмаҫҫӗ. Вӑл – скульптор, анчах унӑн ӗҫне никам та курмасть. Вӑл – врач, анчах унӑн пациенчӗсем ӑна сипленӗшӗн сайра тав тӑваҫҫӗ тата яланах сываласшӑн та мар. Куллен хавхаланма ӑҫтан вӑй тупмалла-ха унӑн? Хăйӗнче ҫеҫ, хăйӗн пысăк ӗҫӗн ӑс-хакăлӗнче  ҫеҫ». Вӗрентекен профессийӗ – ӗҫ те, чун туртăмӗ те.                                                                                                                                      Вӗрентекен вӑл – хӑйне уйрӑм професси. Вӑл – этем ӑс-хакӑлӗн кӑткӑс тӗнчине яланах, нихӑҫан та чарӑнмасӑр кӗрсе пыни. Йӗркеленекен ҫыннӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫне вӑл чи кирлӗ инструментпа – сӑмахпа йӗркелет. Вӗренекенӗн хальхи тата пуласлӑхӗ вӗрентекенрен килет. Ҫавӑнпа та кашни ачана ӑнӑҫлӑ воспитани пама май пуррине ӗненни питӗ кирлӗ. Акӑ мӗн пулмалла хӑйӗн пурнӑҫне вӗрентекен ӗҫне халалланӑ ҫыннӑн чунӗнче, çынна тата унӑн пуласлӑхне виҫесӗр ӗненни. Унӑн пурнӑҫ ҫулӗ – ырми-канми ӗҫ ҫулӗ, ăсталăха ӳстерсе пырасси, халӑха, шкулпа ачасене чунтан парӑнса ӗҫлесси. Сӑмах пысӑк саспалиллӗ Вӗрентекен, талантлă – Василий Степанович Дементьев ҫинчен пырать.                                                                                                                                   Унăн ячӗпе пирӗн Алешкин-Саплӑк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул хисепленсе тăрать.

Алешкин-Саплăк ялӗнче хутпӗлӳ шкулӗ 1903 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫак шкул уҫăлни ял пурнӑҫӗнче паллӑ пулăм пулса тӑнă: хăйӗн 290 ҫуллăх историйӗнче тӗттӗм чӑваш ялӗн ачисем вулама çырма вӗренме шкул партисем хушшине пӗрремӗш хут ларма пултарнă. Пӗрремӗш вӗренекенсене ҫеҫ мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене те, тахҫан шкул ҫинчен ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ ял ҫыннисене те пурне те савӑнтарнă. Пӗлӳ шкулӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗ пулма вара, пулас СССР авиаци промышленность Министрӗн, икӗ хут Социализмла Ӗç Геройӗн, генерал-полковникӑн Петр Васильевич Дементьевăн ашшӗне, Хурăнвар-Шӑхаль чиркӳ-прихут шкулӗн икӗ класӗн курсне туллин пӗтернӗ 18 ҫула çитнӗ вырӑс каччине Василий Степанович Дементьева палăртаççӗ.                                                                                                        Василий Степанович мартăн 20-мӗшӗнче 1895 ҫулта Чӗмпӗр уезчӗн Петровка ятлӑ пысӑках мар ялӗнче, крепостной хресченӗн Степан Игнатьевич Дементьевăн ҫемйинче ҫуралнӑ. Каярах çак çемье Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пăва уесӗн Чиркӳллӗ Упи ялне куçса килет.

Алешкин-Саплăк шкулӗнче Василий Степанович 1903 ҫултан пуҫласа 1920 ҫулччен ӗҫлет. Малтанхи ҫулсенче вунсаккăрти каччӑ ялти пӗр ҫуртра уроксем ирттерет. Каярахпа шкул зданине туса лартаççӗ, вӑл унта пӗр пӳлӗмре пурӑнма пуҫлать. Упи вулăсӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ хресчен хӗрне – чӑваш хӗрне Елена Герасимовнӑна качча илет. 1907 ҫулта вӗсен аслӑ ывӑлӗ Петр ҫуралать. Каярахпа ҫут тӗнчене икӗ шӑллӗ – Евгений тата Лев, икӗ йӑмӑкӗ – Людмила тата Нина çут тӗнчене килеççӗ. Василий Степанович чӑваш чӗлхине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ял ҫыннисем ӑна ансат та тӳрӗ кӑмӑллӑ, çынлăхлă пулнӑшӑн хисепленӗ, ӑна «ҫутта кӑларакан тата иккӗмӗш Иван Яковлевич Яковлев» тенӗ. Вӑл хӑйӗнчен пулӑшу ыйтакансене пурне те пулӑшма тӑрӑшнӑ.

1920 ҫулта Василий Степановича Упири икӗ класлӑ Министерство училищине куҫарнӑ. Унта вӑл педагогика ӗҫ-хӗлне тивӗçлӗ канăва тухичченех малалла тӑснӑ.  Василий Степанович 1953 ҫулхи мартăн 5-мӗшӗнче вилнӗ.                                                                            

2019 ҫулта Алешкин-Саплăк ялӗнчи вӑтам шкула пӗрремӗш Вӗрентекен – Василий Степанович Дементьев ятне параççӗ. Пирӗн пӗрремӗш вӗрентекенсене манмалла мар. Ахальтен мар ӗнтӗ этем ӑслӑлӑхӗ ҫапла калать: «Хӑйсен иртнӗ пурнӑҫне асра тытакан çынсен ҫӗршывӗ кӑна пуласлӑха тивӗҫлӗ». Пирӗн шкул вӗренӳпе воспитани процесӗсенче йӑла-йӗркепе, хӑйсен ӗҫне юратакан педагогсемпе тата пархатарлӑ вӗренекенсемпе мăнаçланать. Хӑйӗн историйӗнче пирӗн шкул пиншер вӗренсе тухакан çамрăка пурнӑҫ çулӗ çине тухма путевка пачӗ, вӗсем малашне врачсем, вӗрентекенсем, профессорсем тата лайӑх ҫынсем пулса тӑчӗҫ. Эпир хамӑр шкула Василий Степанович Дементьев ятне панипе мухтанатпӑр.  Вӗрентекенӗн ӗҫӗ чӑннипех чи пархатарлӑ, творчествăлла ӗҫ пулса шутланать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл йывӑр та яваплă. Педагог ҫитӗнекен ӑрӑва ырӑпа усала уйӑрса илме, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма, аслисене хисеплеме, Тӑван ҫӗршыва юратма кунтан-кун вӗрентет. Шӑпах Вӗрентекен ӑс-хакӑл енӗпе аталаннӑ ҫамрӑксем ҫитӗнтерет, хăшӗсем малашне пирӗн районăн, регионăн, Пӗтӗм Раҫҫейӗн шӑпине татса паракан пулаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев