Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Профессиллисем ӗçе çăмăл вырнаçаççӗ

Отрасль технологийӗсен техникумӗнче тӗрлӗ профессисене алла илме пулать

Редакцийӗн паянхи хăни – Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн ертӳçи Фанил Ринатович Яфизов. Эпир ăна çитӗнекен ачисем пулнă ашшӗ-амăшӗсене интереслентерекен ыйтусем патăмăр.

– «Каччă çынна çитмӗл тӗрлӗ професси те сахал», –  текен каларăш пур. Хӗрсем пирки те ҫавнах калама пулать. Юлашки ҫулсенче вара эсир ертсе пыракан районти пӗртен-пӗр техникума ӗç профессийӗсем хатӗрлекен («кузница кадров») тетчӗç. Халӗ  те ҫапла-и ку? Техникумра мӗнле профессисене вӗренме пулать?

– Ҫын хӑй валли професси суйласа, ӑна алла илет иккен, вӑл пурнӑҫра нихӑҫан та ҫухалса юлмӗ. Паян ӗҫ профессийӗсем ӗҫ рынокӗнче питӗ кирлӗ. Куратӑр ӗнтӗ, кашни отрасле пӗлӳллӗ ҫамрӑксем кирлӗ. Ял хуҫалӑхӗнче вара ку чухнехи компьютеризациленӗ комбайн-тракторсем ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн техникум çавăн пек пӗлӳллӗ çамрăксене хатӗрлет те ӗнтӗ. Пирте «Автомобиль двигателӗсене, системисене тата агрегатсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата юсасси», «Повар тата кондитер ӗҫӗ», «Ял хуҫалӑх техникипе оборудованине эксплуатацилесси тата юсасси» профессисем енӗпе вӑтам звено специалисчӗсем хатӗрлеҫҫӗ. Шухăшласа пăхăр-ха, хамăрăн район та кунран кун анлăланса пырать: кафесем уçăлаççӗ, тӗрлӗ ӗçлӗ пулăшу парас ӗçсем. Кашни ҫуртра темелле сахалтан та пӗр ҫӑмӑл автомобиль пур. Апла пулсан кондитерсен, машина юсакансен енӗпе кирлӗлӗх ыйтӑвӗ те кунран кун ӳсет. Шăратса çыпăçтаракан (сварщик), сӑмахран. Ку професси пурнӑҫра питӗ кирлӗ. Çамрӑксен ҫак профессие мӗншӗн суйласа илес мар-ха, ҫакӑ вӗсене ӗмӗрлӗхех укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен ӗҫ вӗт. Сварка вӑрттӑнлӑхӗсене вара пирте вӗренме пулать. 9 класран вӗренсе тухса, кунта килнӗ каччăсемшӗн вӗренӳ вăхăчӗ 2 ҫул  та 10 уйӑх кăна.

«Шăратса çыпăç-таракан»  (алӑпа тата хӑш-пӗр пайсене механизациленӗ шăратса çыпăçтаракан) ушкӑнсене студентсене йышӑнӗҫ. Заявленисене июнӗн 21-мӗшӗнчен йышăнма пуçлаççӗ. Студентсем пирте вӗреннӗ хушăра «В», «С»  категорийӗсем енӗпе вӗренсе, автомобиль çӳретме ирӗк  паракан удостоверени те илеççӗ.

– Вӗрентесси  те, пурнӑҫ условийӗсем те, 90-мӗш ҫулсемпе танлаштарсан, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи пек тесе шутлатпăр...

– Ҫапла, хулари техникумсенчи условисенчен хӑтлӑрах пирӗн: таçта тухса каймалла мар, общежити, стипенди пур, тӳлевсӗр апатлану йӗркеленӗ, пурлӑхпа техника бази ҫӗнелет тата ытти те.

Реклама

Хамăрăн КВН команди, пултарулӑх коллективӗ, тӗрлӗ спорт секцийӗсем ӗҫлеççӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссенче, ӑмӑртусенче хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, призлă вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Çӗршыври паллă вырӑнсене экскурсисем йӗркелеççӗ.

– Апла пулсан, техникумра ҫирӗп пӗлӳ илме, студентсен канӑвӗ усӑллӑ пултӑр тесе мӗнпур условисене туса панă. Ӗҫе вырнаҫасси вара? Икӗ-виҫӗ ҫул куҫ хупса иличчен иртсе каять. Пӗлӳ паракан заведение пӗтернӗ студента ӗҫе вырнаҫма техникум пулӑшать-и?

– Вӗренӳ вӑхӑтӗнче студентсем тӗрлӗ организацисенче практика иртеҫҫӗ. Малтанласа организацисемпе студентсене практика иртме килӗшӳсем тӑватпӑр. Район центрӗнчи промпарк территорийӗнче ӗҫлекен «Солнечный круг», «Цеолиты Поволжья» обществисемпе пирӗн студентсене практика вăхăтӗнче те, вӗренӳ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн та ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе килӗшӳсем тунӑ.

Правило пулнă май, вӗренекенсенчен нумайӑшӗ практика иртнӗ вӑхӑтрах çавăнта ӗçлеме юлас пирки килӗшӳ туса килеççӗ. Вӗсене республикăри студент отрячӗсен составӗнче Сочие, Крыма çити кайса, ӗçлесе, опыт пухма майсем те туса параççӗ. Кун пек чухне студентсене кайса килме, унта пурăннăшăн тӑкаксене вӗренӳ çурчӗ тӳлет. «Бехетле» лавккасене ӗçлеме те пирӗн студентсене ӗҫе чӗнеҫҫӗ.  Нумаях пулмасть пирӗн темиçе студент хӗр «Чайка» лагерьте те ӗçлерӗç. Ҫурхи ака вӑхӑтӗнче те студент каччăмăрсем  «Дементьев ячӗллӗ агрофирма», «АгроТрансПорт» обществинче ӗç практики иртеççӗ.

– Студент малалла вӗренесшӗн пулсан?..

– Кун пек чухне те техникум пулӑшать. Институтсемпе килӗшӳ йӗркипе никӗсленсе ӗҫлетпӗр. Пиртен кайнӑ студентсем унта кӗскетнӗ программӑпа вӗренеҫҫӗ. Хусанти коопераци университечӗпе пирӗн ҫакӑн пек килӗшӳ пур.

– Сирӗн хуравăрсемшӗн тавтапуҫ, Фаниль Ринатович. Сире те, сирӗн коллективăра та ӗҫре ăнăçусем сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев