Професиллӗ çын хисепре
Яла илемлетекен Владимир Михайлович Старшов çинчен
Мӗн ӗлӗкрен ялсен чапне инçете сарас тесе, çынсен пурнăçӗпе кулленхи йăлисемшӗн тӑрӑшса, профессийӗ пуррисем хăйсен пайне кӗртнӗ. Аллинче ӗç вӗресе тăракан ҫынсем паян та хисепре. Манӑн статьян геройӗ Владимир Старшов та çавăн пек çынсенчен пӗри.
Владимир Михайлович Старшов Матак ялӗнче виҫӗ ачаллӑ колхозник ҫемйинче, ачасенчен асли пулса, çут тӗнчене килет. Мӗн ачаранпах унӑн пурнӑҫ урапине «кӳлӗнсе туртма» тивет. Ашшӗпе амӑшӗ вилнӗ чухне вӑл пурӗ 16 ҫулта, шӑллӗ — 9, кӗҫӗн йӑмӑкӗ — 4,5 ҫулта çеç пулнӑ. Вӗсене ачасен ҫуртне илсе каясшӑн пулаççӗ. Опека органӗсен ӗçченӗсем килесси çинчен пӗлсен, Владимир вӗсем килнӗ вăхăтра шăллӗпе йӑмӑкне пытарса хума вӗренет. Çапла вара, опека ӗçченӗсене ӳкӗте кӗртсе, Владимир шăллӗпе йӑмӑкне килтех хăварассине çӗнсе илет. Вӑл шăллӗпе йăмăкӗшӗн, Викторпа Галинашăн, тӗп тӗрек пулса тӑрать, вӗсене вӗрентет, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать.
Старшовсем мӗн пӗчӗкренех хӑйсен тӗллӗн пурăнса, ӗҫпе пиҫӗхсе ӳсеççӗ. Владимир та ҫар службине каичченех колхозра тракторпа ӗҫлет, комбайнпа тырпул пухса кӗртес ӗҫе хутшӑнать. Нагаткин поселокӗнче СПТУра вӗренет, шофер профессине алла илет.
Ӗçчен каччӑ ютра телей шырамасть, тӑван ялӗнчех тӗпленсе юлать. Хӑй пекех ӗҫчен хӗрпе Надеждăпа çемье çавăрать.
Каярахпа Теччӗри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренсе, инженер-механик специальноҫне алла илсен, колхозра хӑрушсӑрлӑх техники енӗпе инженер пулса ӗҫлеме пуҫлать. Куҫӑмсӑр майпа Ульяновскри ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илет. Колхозра 11 ҫул тӗп инженер пулса ӗҫлет. Шел те, ҫав ҫулсенче ҫӗршывра пынă улшăнусем ялсенчен те пăрăнса иртмерӗç, колхозсем те майӗпен тусса, саланса пычӗҫ. Владимир ӗҫсӗр тăрса юлать. Çамрӑкранпах проблемӑсене хӑй татса пама вӗреннӗскер, хӑйне валли мӗнле те пулин алă ӗç тупса ӗҫлес тесе шухӑшлама пуҫлать. Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлассишӗн, чи малтан, район центрӗнчи училищӗне кайса вӗренсе, сварщик профессине алла илет. Унтан ялта шӑратса çыпăçтаракан цех уҫать.
Шӑратса çыпăçтарас ӗçсем енӗпе халăха ӗçлӗ пулӑшу кăтартма пуҫлать. Владимирӑн аллисем ылтӑн, вӑл хăшӗсен чейник е сӑмаварне шăратса çыпăçтарса, юсаса парать, теприсем тата ун патне хачӑ, пӑчкӑ е ытти япаласем хӑйрама илсе килеççӗ. Унтан вӑл майӗпен тимӗртен тӗрлӗ япаласем шӑратса çыпăçтарса пама пуçлать. Професси енӗпе инженер пулнӑран, пушӑ вӑхӑтра вӑл темиҫе трактора çӗнӗрен пухса хатӗрлет. Унӑн шӑратса çыпăçтарас енӗпе цехӗнче пур оборудованисем те пур. Ҫавӑнпа трактор валли пулман пайсене вӑл хӑй касса, ҫыпăçтарса, юрăхлă туса хурать. "Пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ тракторсене, машинӑсене çӗнетсе пуҫтарасси — манӑн хобби вăл«,— тет манӑн статьян геройӗ. Владимир «ГАЗ-52» машина пухни, çав машинăпа хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмие Мускава кайса сутса килни ҫинчен те калаçрӗ.
Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем ҫурт туса лартаççӗ. Унтан ҫуртран инҫех те мар, пуш вырăнта, шӑратса çыпăçтарас енӗпе цех валли здани туса хураççӗ. Унта тӗрлӗ оборудовани вырнаҫтараççӗ.
Владимир Михайлович ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Мăшăрӗн Надеждăн йăмăкӗ вилнӗ хыҫҫӑн, тăлăха тăрса юлнӑ унăн пӗчӗк ачисене хӑйсен ытамне илеççӗ.
Владимирăн ăста аллисем шăратса çыпăçтарнă илемлӗх тӗслӗхӗсем унӑн кил-ҫуртне ҫеҫ мар, Матак ялне те илем кӳреççӗ. Иртнӗ çул, сӑмахран, вӑл ялта «Эпӗ Матака юрататӑп» стеллăна илемлӗн туса хурать. Çак вырăнта ял ҫыннисем те, хӑнасем те савӑнсах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Вӑл кӑҫал та яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе малалла тӑсма шутлать.
Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах яла хăтлăх кӗртес енӗпе чи малтан тăрăшса çӳресе, кирлӗ материалсене те тупать, мӗн кирлине çав вăхăтрах туса хурать. Ялти кивелнӗ ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те юсаса тăрать.
Çакӑн пек харсӑр, ялшăн тăрăшса çӳрекен çынсем пулсан, ялсем пурӑнӗç!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев