ПроектсемЙывăрлăхсене парӑнар мар, малалла утар!
ТАССР йӗркелен-нӗренпе 100 çул тата «Добрый дворик» социаллӑ проекта пурнӑҫлас енӗпе Ҫӗнӗ Упи ялӗнче çӑмӑл атлетика кросӗ иртрӗ.
Ӑмӑртусенче Упи, Çӗнӗ Упи, Алешкин-Саплӑк, Хулаçырми, Анат Чакă, Чӑваш Ҫӗпрел, Шланка, Матак шкулӗсенчен, Пӑва районӗнчен вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Ӑмӑртусем тӑватӑ ӳсӗм категорийӗнче иртрӗç. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсемпе, медальсемпе парнелерӗҫ.
Спорт меро-приятийӗнче инвалид ачасем те хутшӑнчӗҫ. Мӗншӗн тесен, финиша кам хӑвӑртрах килни пӗлтерӗшлӗ марччӗ, чи кирли – мӗнле кăна йывӑрлӑхсем пулсан та, малалла ăнтăлма чарăнмалла маррине кăтартса парассиччӗ, ăнлантарассиччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев