Пӗрлӗх пурăнтăр!
Сцена хыçӗнче тата залра та туслӑх хуҫаланчӗ.
Халӑх пӗрлӗхӗн тата Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунне халалланӑ уяв концерчӗ пынӑ вăхăтра Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел ҫыннисене, килнӗ хăнасене уяв ячӗпе саламларӗ.
— Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ вӑл — уяв кунӗ кӑна мар, вӑл пирӗн аслӑ ҫӗршыври пур халӑхсене те пӗрлештерекен символ. Паянхи кун пӗрле пулни, пӗр-пӗрне шанни, пӗр-пӗрне пулӑшни питӗ паха, — тесе вăл пурне те телей, ырлӑх, оптимизм, ҫӗршывăмăра тӑнӑҫлӑх сунчӗ. Ҫак кунсенче район пуҫлӑхӗ республика шайӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ Ҫӗпрел районӗнчи культура уйрăмӗн ӗҫченӗсене парнесем те пачӗ.
Юрӑсем нумай янӑрарӗç, хаваслӑ ташӑсем. Залра ларакансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Сцена хыçӗнче тата залра та туслӑх хуҫаланчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев