Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Пӗрлехи сеть стандарчӗ». Семинар иртрӗ

Проект-программа

«Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрел уйрӑмӗнче семинар иртрӗ. Семинар ӗҫӗнче «Единая Россия» Пӗтӗм Раççейри политика партийӗн Тутарстанри вырăнти уйрăмӗн политика совечӗн членӗ, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, вырӑнти уйрăмӗн Ӗç тăвакан секретарӗ Ильдар Каюмов, пуçламăш уйрăмсен секретарӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗç.

Семинарта Алексей Ярухин «Çӗршыв пурнӑҫӗнче парти мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен» доклад туса пачӗ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ  – «Пӗрлехи сеть стандарчӗ» парти проекчӗпе паллаштарассиччӗ пулса тӑчӗ.

Проект ҫӗнӗ форматра ӗҫлеме хатӗр активлӑ секретарьсене тупса палӑртма май парать. Кадрсен конкурсӗ иртӗ. Семинара хутшӑнакансем «Единая Россия» партийӗн Удмурти Республикинче вăя кӗнӗ пилот проекчӗн методика фильмне пӑхрӗҫ.

Мероприяти пынӑ май, активистсене парти ретне явӑҫтарасси тата 2024 ҫулта пулас суйлавсене хатӗрленесси, партин пуçламăш уйрăмӗсен секретарӗсен ӗҫне оптимизацилесси пек чылай пысӑк ыйтусене пӑхса тухрӗç.

Семинара хутшӑнакансем ҫӗнӗ форматпа ӗҫлеме, пуçламăш уйрăмсенче парти ӗҫне лайӑхлатма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗç. Секретарьсене интереслентерекен мӗнпур ыйтусем ҫине татӑклӑ хуравсем пачӗç. Мероприятире, çаплах, Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Степан Унискова парти билечӗ пачӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев