Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пӗрле пӗрлешсе

Кун пулăмӗ

Пӗтӗм тӗнчери Çемье кунӗнче «Чупрэле» паркӗнче тӗрлӗ мастер-классем, спорт вӑййисем, ҫавӑн пекех фотозона йӗркеленӗччӗ. Культурăллă тата кăмăллă кану мероприятийӗсемпе çыхăнса пынă ҫак кун ҫемьепе пӗрле канмалли, савӑнӑҫ тата ҫемье хаклӑхӗсем ҫинчен аса илтермелли питӗ лайӑх сӑлтав пулса тӑчӗ.

Мероприяти район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин уявпа саламланинчен пуҫланчӗ. Тӗп сцена ҫинче концерт пычӗ. Сцена ҫине культура ӗçченӗсем юрӑсемпе, ташӑсемпе тухсан, нумай ҫул хушши пӗрле пурăннă мăшăрсене чӗнсе илчӗç.

Ҫак кун мӑшӑрсене уйрӑмах тимлӗх пулчӗ. Апла пулмасан та çук. Мӗншӗн тесен вӗсем тӗрлӗ йывăрлăхсене пӗрле ҫур ӗмӗр ытла тӳссе ирттернӗ мӑшӑрсем вӗт! Рустампа Заугания Исаховсем, Мансурпа Гульзиган Саттаровсем, сӑмахран, пӗрлешсе, çемье çавăрнăранпа 60 ҫул çитнӗ. Районта, çаплах, тӑван енӗмӗрӗн ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тăрăшса ӗҫленӗ ҫемьесем те нумай. Вӗсенчен те хӑш-пӗрисене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче чысларӗç.

Малашне çемье çавăракан ҫамрӑк граждансем те манăçăнмарӗç — вӗсене хальлӗхе чи кирлӗ документсем — паспорт пачӗç. Паспортсене вӗсем район пуҫлӑхӗн çумӗн Алексей Ярухинăн тата районти прокурорăн Олег Гайнутдиновăн аллинчен илчӗҫ.

Интерактивлă площадкăра мероприятире хутшӑнакансем открыткӑсемпе ҫуртасем туса пăхрӗç, ҫавӑн пекех ГТО нормативӗсене пурнӑҫламалли мобильлӗ площадкăра та вăйӗсене сăнаса пăхрӗç.

Ҫак кун районта пурӑнакансем валли «Туган як» тата «Тăван ен» хаçатсене çырăнтарас енӗпе куçса çӳрекен площадка та ӗҫлерӗ.

Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ районта пурӑнакансене пӗрлештернӗ, пӗр çӗре пухнă тата тепӗр паллӑ пулăм пулса, асра юлчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев