Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пӗрле ӗҫлемелле

Терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртрӗ.

Ларура Тутарстан Республики тата район йӗркеленнӗ, ҫавӑн пекех, сентябрь уйӑхӗнче пулас Пӗлӳ, Пӗрлехи суйлав кунӗсем умӗн иртекен мероприятире общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, террористла актсене асӑрхаттарас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнас ыйтусене пӑхса тухрӗç.

— Районта хӑрушсӑрлӑха тивӗçтерес, ҫирӗплӗхе упрас тесен, пур структурăн та пӗрле, ӑнланса ӗҫлемелле. Ҫӗршывра пулса иртекен пулăмсем ҫакӑн ҫинчен тата та çирӗпрех шухӑшлама ыйтаççӗ. Аван мар, хурлӑхлӑ пулăмсем ан пулччӑр тесен, вырӑнти лару-тӑрӑва лайӑх пӗлмелле тата малтана асăрхаттарас енӗпе мерăсем йышӑнмалла, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳçӗсем умӗнче уҫӑмлӑ задачӑсем палӑртса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев