Призыв кампанийӗ декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать
Салтака каякан – хисепре
Патриотлăх
Кӗркуннехи призывӑн улттӑмӗш ушкӑнӗнче Аслă Чăнлă ялӗнчен Ильгиз Багаутдинов, Чӑваш Шемӗршелӗнчен Виктор Долгов, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен Разиль Дружков, Ленар Халимов, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Николай Еремеев, Ҫӗнӗ Ишлӗрен Ильшат Макатин, Тутар Упинчен Раиль Шарапов тата Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Роман Изендеев пурччӗ. Темиҫе талӑк хушшинче ҫак каччăсем республикăн «Патриот» центрӗнчен Раҫҫей ҫарӗн тӗрлӗ чаçӗсене ҫул тытӗҫ.
Автобус çине ларас умӗн пурнăçӗсен пӗр çулне Тӑван çӗршыва сыхлас ӗҫе халаллама тивӗҫлӗ каччăсене Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин саламларӗç.
Район пуçлăхӗн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ҫак ушкӑнра каякансенчен пиллӗкӗшӗ районăмăр шефа илнӗ Ногинскри çар чаçне кайӗç.
Ленар Халимов, призывник:
– Манăн професси енӗпе те ҫарта служить туни кирлӗ. Хусанта юрист специальноҫӗ енӗпе бакалавр пӗтертӗм, магистратурӑна кӗтӗм. Унта ҫартан таврӑнсан вӗренӗп ӗнтӗ, – тет вӑл.
Ленарăн ашшӗ Фиркать:
– Хам та, иккӗмӗш ывӑлăмăр Динар та, ҫарта пултăмăр, тата хӑш чаҫре тетӗн? Стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗсенче. Унти çар техникине курсан вара – ăнтан каятăн. Хальхи çарăн вăй-хăватне ҫак ракетӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ те.
Ленарăн салтака питӗ каясси килчӗ, студент пулнă май ăна çара каяссинчен вăхăтлăха пăрăнса тăма ирӗк парӑннăччӗ. Вăл вара: «Çамрăк вăхăтра кайса килмелле», – тет. Ырă çул пултăр! Ывăлăмăра та, мӗнпур каччăсене те ырă-сывă тăван ене таврăнма пӳртӗрччӗ!
Малалла тăсса
2020 ҫулхи кӗрхи призыв питӗ кӑткӑс условисенче иртет. КОВИД-19 çирӗп респираторлă вирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăх пулнипе, районти ҫар комиссийӗ, Пăва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссариачӗн ӗçченӗсем хăрушă чир сарăлассине профилактикăлас енӗпе мӗнпур санитарипе эпидемиологи мерисене пурнăçлаççӗ. Ентешӗмӗрсене ӑнӑҫлӑ служба иртме, ашшӗ-амӑшӗсене, тӑванӗсене салтаксене лайăх кӗтсе илме сунатпӑр! Унчченхи цифрӑсенче эпир ҫак призывра 33 ҫынна ҫар службине илесси çинчен çырнăччӗ. Юлашки кунсенче кӑна çак цифра нумайланни паллă пулчӗ. Кӗрхи призыв вара – декабрӗн 31-мӗшӗнче вӗçленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев