«Приказ» пӗви урлӑ çӳреме чарчӗç
Хыпарсем

«Приказ» пӗви урлӑ çӳреме чарчӗç

Кивӗ Ҫӗпрел   ялӗнчи Школьная урамӗ хӗрринче вырнаçнă çырмара юсав ӗҫӗсем пуҫланчӗç. Ҫавна май транспорт юхӑмне те, ҫуран ҫӳрекенсене те искусственнăй пӗве урлӑ каҫма чарчӗç.

 

Ҫакӑ пӗр уйӑх хушши тăсăлӗ, тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗве тӗпне тасатас, çырма хӗрринчи кирлӗ мар тӗмсене касас-тирпейлес ӗçсем пурнăçланаççӗ. Районти Ӗç тӑвакан комитечӗн ертӳçин строительство тата инфраструктурăна аталантарас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ильгам Бикчуров каланӑ тӑрӑх, пурнăçланакан ӗçсем юсаса çӗнетмеллин пӗрремӗш этапӗ, 2022 çул валли палăртни кăна. Пурте планланă тăрăх килсе тухсан, Школьная урамӗнче, урăхла класан, район центрӗ ҫумӗнчех темелле, канмалли питӗ лайӑх вырӑн пулӗ.


Нет комментариев