Приютран экскурсие килчӗç
«Ӑшӑ ҫурт» приютри ачасем Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ЗАГС уйрӑмӗнче пулса курчӗç.
Вӗсем унта граждан тӑрӑмӗн акчӗсен мӗнле тӗсӗсене шута илнине, архив мӗнле йӗркеленнине, мӑшӑрлану условийӗсем мӗнле пулнине, хӑйсен хушаматне, ятне е ашшӗ ятне улӑштарас текенсен мӗн тума кирлине, ашшӗн правине палăртас тата усрава илнин хушшинчи уйрӑмлӑх мӗнре пулнине пӗлчӗҫ. ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова ачасене акт ҫырӑвӗсен кӗнекине кӑтартрӗ. Вӑл кашни документа тимлӗн вулама кирли ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.
Ачасем законлă мӑшӑрланура нумай ҫул пурӑннӑ юбилярсен, ҫавӑн пекех, ҫамрӑк мăшăрсен сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхрӗҫ. Мероприятие Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ Роза Гафарова килнӗччӗ. Вӑл ачасене Пенси фончӗн историйӗпе тата унӑн ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсемпе паллаштарчӗ. Ачасене «Пулас пенси ҫинчен: вӗренӳпе пурнӑҫ валли» текен справочниксем валеҫсе пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев