Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрелсем йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче

Районти йӗлтӗр базинче «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» ӑмӑрту иртрӗ

Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ — 2024″ спорт мероприятийӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсем: шкул ачисем, студентсем, предприятисемпе организацисен представителӗсем, ветерансем хутшӑнчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракансене пурне те ӑнӑҫу сунчӗ, ҫак ӑмӑртусен тӗсӗ Çӗпрел ҫыннисенчен питӗ кăмăлласа интересленекен спорт тӗсӗсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ.

Ҫак кун ӑмӑртусенче чи ҫамрӑк хутшӑнакан вăл 7 ҫулти Александр Еремеев пулнине палӑртрӗҫ. Чи аслă çулсенчи хутшăнакана Александр Бушуева та тав сăмахӗ каларӗç. Сывлӑхӗсем чикӗленнӗ çынсен тăрăшуллăхӗсем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ.

Раççейре Ҫемье çулталӑкӗ пулнă май, мероприятире ҫемьесем хушшинче те ӑмӑрту йӗркелерӗç. Унта 13 ҫемье хутшӑнчӗ. 

«Хир кухни» ӗҫлесе тăчӗ. Хирти условисенче отрасль технологийӗсен техникумӗн поварӗсем пӑтӑпа чей хатӗрлесе тăчӗç.

Сивӗ пит-куҫа чӗпӗтрӗ пулин те, никам та шӑнмарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев