Ҫӗпрелсем диктант ҫырчӗç
Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери «Пӗтӗмӗшле диктант» акцийӗ иртрӗ.
Диктантӑн уникаллă текстне ҫулсерене акцишӗн паллӑ писатель ятарлă хатӗрлет. Кăçалхи çул вара «Пӗтӗмӗшле диктант – 2021» текстăн авторӗ – паллă писатель тата журналист Дмитрий Глухов пулчӗ. «Черет» – диктантăн темиччӗ.
Пирӗн районта «Пӗтӗмӗшле диктанта» 10 площадкăра ҫырчӗç: «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче, район центрӗнчи библиотекӑра, «Талантсен планети» ачасен пултарулӑх çуртӗнче, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра тата 1номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, Марс, Çӗнӗ Йӗлмел, Анат Чакă, Кӗçӗн Чăнлă, Упи вăтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, çаплах, пӗтӗмӗшле диктант çырчӗç.
«Созидание» çам-рăксен клубӗнче пул-тарулăх диктантне спорт шкулӗ, «Созидание» çамрăксен клубӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗ тата «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» специ-алисчӗсем ҫырчӗҫ.
Диктант çырас ӗçре, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов та хутшӑнчӗç.
Айрат Залялов акцире хутшăнакансене чӗнсе каласа, хут пӗлни – кашни ҫыншӑн питӗ паха, тесе палӑртса иртрӗ. Вăл, çавӑн пекех, Тутарстанра 2021 ҫула – тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тесе палӑртнине çирӗплетрӗ, пурне те ҫитӗнӳсем сунчӗ.
«Пӗтӗмӗшле диктан-тăн» пӗтӗмлетӗвӗсене totaldict.ru сайтра вырнаçтарӗç. Пӗтӗмӗшле диктантра хутшăнакан кашни çын хăйӗн паролӗ енӗпе çак сайта кӗрсе, диктант пӗтӗмлетӗвне пӗлме пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев