Ҫӗпрелӗнче Сайфихан Нафиева аса илчӗç
Асаилӳ
Ҫӗпрел районӗнче, йăлана кӗнӗ тăрăх, ентешӗмӗре, ӗлӗкхи çулсенче Тутарстан Республикин прокурорӗ пулса ӗçленӗ Сайфихан Нафиева кашни çул аса илетпӗр. Вӑл пурăннă пулсан, кăçал, 79 ҫул тултарнă пулӗччӗ.
Раççей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ТР Конституциллӗ суд ертӳçи Сайфихан Хабибуллович Нафиев 1941 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗпрел районӗнчи Мучелей ялӗнче ҫуралнӑ.
Çак кун районта ăна халалласа мероприяти иртрӗ. Паллă сăлтавсене пула мероприятие чикӗлевсем кӗртрӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов, унӑн çумӗ Айрат Залялов, район Совечӗн аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов, район прокуратурин ӗҫченӗсемпе пӗрле, прокуратура зданийӗн стени ҫинчи Сайфихан Нафиевăн асăну хăми умне чечексем хучӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тухса калаçса, Сайфихан Нафиев общество йӗркине сыхланă çӗрте тата правӑна пӑсакансене профилактикӑна çӗрте пысӑк пай кӗртнӗ прокурорсенчен пӗри пулнине, уголовнăй право енӗпе кӑна мар, граждан прави енӗпе ăста специалист, принциплă тата пӗлӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах питӗ çирӗп ыйтакан ертӳҫӗ пулнине палӑртса иртрӗ.
Мероприяти вӗҫӗнче Марат Гафаров обществăлла йӗркене сыхланă çӗрте тата правăна пăсакансене профилактикăланă çӗрте пысăк пай кӗртнӗшӗн общество йӗркине сыхлас енӗпе çамрăксен «Форпост» муниципаллă бюджет учрежденийӗн директорне Ильдус Валиуллина С.Х.Нафиев ячӗллӗ премине пачӗç.
Прокуратура зданийӗнче йӗркеленӗ Сайфихан Нафиевăн музей-пӳлӗмӗнче ентешӗмӗрӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 100 яхăн экспонат та пур.
Ҫуллен Ҫӗпрел районӗнче Сайфихан Нафиевăн ҫуралнӑ кунӗнче, унăн ячӗпе, кӗрешӳсен турнирӗ иртетчӗ. Çӗршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăру пирки çак мероприятие ирттерессине куçарса тăчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев