Ҫӗпрелӗн вӗрентекенӗ конкурсра хутшӑнать
Унӑн I турне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса кӑҫал пурӗ 100 ытла ӗҫ килнӗ.
«Магариф», «Гаилэ хэм мэктэп» («Çемье тата шкул») журналсен редакцийӗ, ТР Çутӗç тата наука министерстви, Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗ, Лайӑш районӗнчи Имянкассинчи вӑтам шкул пӗрле «Ялти учитель — 2025» конкурс пӗлтернӗччӗ.
Унӑн I турне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса кӑҫал пурӗ 100 ытла ӗҫ килнӗ. Жюри вӗсенчен 48 конкурсанта II тура хутшӑнма суйласа илнӗ.
«Ялти вӗрентекен» номинацие Çӗпрел районӗнчен Çӗнӗ Упи тӗп пӗлӳ паракан тӑван (чӑваш) чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Людмила Александровна Ярухина хутшӑнать.
«Ялти вӗрентекен / Ялти воспитатель — 2025» конкурсӑн II турне иртнӗ конкурсҫӑсем видеоматериалсем хатӗрлӗҫ. Иккӗмӗш тур августăн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. III тура иртнӗ 10 ҫӗнтерӳҫӗ сентябрь вӗҫӗнче уҫӑ уроксемпе паллаштарӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев